Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Парăм çавах пур

Районти уй-хир ĕçченĕсен, фермăра тăрăшакансен вăтам ĕç укçи вунпĕр уйăхра 1305 тенкĕпе танлашнă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 38 процент нумайрах. Çак тапхăрта «Санар» агрофирмăра, Карл Маркс ячĕллĕ, «Броневик», «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче вăй хуракансем вăтамран 1721-2339 тенкĕ илнĕ. Çавăн пекех «Янгорчино», «Абызово», «Хорнзор», «Родина» хуçалăхсенче те ĕçлекенсене йывăр та пархатарлă ĕçшĕн ĕç укçине вăхăтра тата тивĕçлĕ тÿлеме тăрăшаççĕ. Анчах та ку енĕпе МТС «Яуши», «Маяк», «Знамя труда» кооперативсенче лару-тăру япăхрах.

Районĕпе илсен ĕççыннисене тата 2 миллион та 637 пин тенкĕ парса татмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться
;