Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывă пурнăç йĕркин уйăхлăхĕ

Аçăмçырминчи вăтам шкулта ачасене физкультурăпа туслаштарас тĕллевпе çулсеренех тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Кăçалхи декабрь уйăхне, акă, сывлăха çирĕплетмелли уйăхлăх тесе палăртрĕç. Унăн тĕллевĕ – ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси, физкультурăпа туслаштарасси, ÿт-пĕве пиçĕхтересси, усал йăласенчен сивĕтесси.

Малтанхи кунсенчех классем хушшинче «Савăнăçлă стартсем» иртрĕç. Тĕрлĕрен вăйăсем, хусканусем пурнăçласа хăйсен ушкăнĕсенче 4, 8 тата 11 класс ачисем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

«Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье» конкурсра 5-мĕш класс ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тупăшрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре Юпшик Ялтăра ялĕнчи Николаевсен çемйи 1-мĕш вырăна, Кăмпал ялĕнчи Константиновсем çемйи 2-мĕш вырăна, Аçăмçырминчи Ивановсен çемйи 3-мĕш вырăна тухма тивĕçлĕ пулчĕç.

Çак уйăхлăхра ялти çамрăксене спортпа туслаштарма Аçăмçырми тăрăхĕнчи ялсем хушшинче волейболистсен турнирĕ иртрĕ. Шкулти спортзалра 6 команда мала тухассишĕн тупăшрĕ. Унта Чăрăшкас Хирлеп ял çамрăкĕсем ăста вылярĕç, 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. 2-мĕш вырăнта Тăвальушкăнь Ялтăра çамрăкĕсем тухрĕç, 3-мĕш вырăта Аçăмçырми каччисем. Ял çамрăкĕсем кун пек турнира кашни çулах ирттерме палăртса хăварчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться
;