Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Стартра - йĕлтĕрçĕсем

Канмалли кунсенче Шупашкарта йĕлтĕр спорчĕпе иртнĕ Чăваш Республикин Кубокĕн 2-мĕш тапхăрне те пирĕн район спортсменĕсен пысăк ушкăнĕ хутшăннă. Пĕрремĕш кунхине класссика мелĕпе ăмăртса Галина Павловапа Дмитрий Герасимов хăйсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Харпăр хăй ÿсĕмĕсенче В.Политов улттăмĕш, В.Владимиров тăваттăмĕш, К.Логачева çиччĕмĕш, С.Политов тăххăрмĕш, В.Владимиров вун виççĕмĕш пулнă.

Иккĕмĕш кунне, ирĕклĕ майпа чупса 5 километрлă дистанцие Эльвира Чугунова виççĕмĕш, Галя Павлова тăваттăмĕш вĕçленĕ.

Çак шăмат кун Чăваш енĕн тĕп хулинчех Кубокĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртет. Йĕлтĕрçĕсенчен çитĕнÿсем кĕтетпĕр!


"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться
;