Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Урожай» Кубокĕ - вăрнарсенче!

Вăрнар район волейболисчĕсем «Урожай» физкультурăпа спорт обществин куçса çÿрекен кубокне пĕрремĕш хут çĕнсе илнĕ.

Волейбол турнирне «Урожай» общество çулсеренех, агропромышленость предприятийĕсемпе огранизацийĕсенче, патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен спартакиади йĕркипе, ирттерет. Кăçалхи чемпионатăн финал вăййисем шăмат кун Шупашкарта, ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче тата чăваш патшалăх университечĕн спорт комплексĕнче, иртнĕ. Зонăри вăйăсенче çĕнтерсе унта вăрнарсен арçынсемпе хĕрарăмсем командисем те хутшăнма тивĕç пулнă.

Финал Чăваш енри вăйлă командăсене пуçтарнă, вĕсем - Тăвай, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Патăрьел тата Шупашкарти çăкăр комбиначĕн командисем. Арçынсем хушшинчи хĕрÿ, çивĕч вăйăсенче вара Вăрнар волейболисчĕсене çитекен пулман, кăçал вĕсем республика чемпионĕсем пулса тăнă - Диплома, медальсене тата куçса çÿрекен Кубока тивĕçнĕ. Командăра - Д.Паймулкин, А.Шоркин, В.Кириллов, Д.Трофимов, С.Павлов, К.Сидоров, Д.Любаев, А.Лаврентьев, О.Петров, тренерĕ - Владимир Иванович Иванов.

Хĕрарăмсен команди те - Г.Павлова, Е.Кустина, И.Петрова, Л.Эндерова, С.Войтенко, И.Логачева, И.Алексеева, Е.Григорьева, И.Владимирова - япăх мар ăмăртнă, виççĕмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться
;