Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Александра Галкина – иккĕмĕш

 

«Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ» патшалăх учрежденийĕ ку фонда йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ май, çынсене пенси реформипе анлăрах паллаштарас, саккунсене тĕплĕнрех ăнлантарас тĕллевпе конкурс ирттернĕ. Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Редькова, Н.Алексеева, Р.Давыдова специалистсем ку мероприятие пенсионерсене анлăн явăçтарчĕç.

Республикăри пур хуласемпе районсенчен конкурса 186 пенсионер хутшăннă. Вĕсенчен тăххăрăшĕ премисем илме тивĕç пулнă. Çак йышра – Вăрнар район администрацийĕнче нумай çул хушши тĕп бухгалтерта ăнăçлă ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă Александра Константиновна Галкина. Вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ăна ытти çĕнтерÿçĕсемпе пĕрле республикăри Пенси фончĕн управляющийĕ Р.Кондратьева ăшшăн саламланă, хаклă парне панă.

Палăртма кăмăллă: Роза Алексеевна Кондратьева – пирĕн ентеш. Вăл 1955 çулта Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ăна 2000-мĕш çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ята панă.

Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Роза Алексеевна Хусанти учетпа кредит техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Каярах Хусантах В.В.Куйбышев ячĕллĕ финанспа экономика институтĕнче 5 çул вĕреннĕ. Ĕçе вара Р.Кондратьева республикăри Финанс министерствин бюджет пайĕнче кÿлĕннĕ. 1993 çултан пултаруллă та тăрăшуллă ĕçчене министр çумĕ, 1996 çулхи май уйăхĕнчен пĕрремĕш çумĕ пулма уйăрса лартаççĕ. 1997 çултанпа Р.Кондратьева – Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн управляющийĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2006
00:00
Поделиться
;