Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хапăс шкулĕ 160 çулта

 

Шăпа мана хамăр районти Хапăс шкулĕпе тачă çыхăнтарчĕ. Пуçламăш шкула хам çуралнă Мăньял Хапăсра вĕреннĕ пулсан, вăтам шкула Хапăсра 1960 çулта пĕтертĕм. Пирĕн шкул пек пуян историллĕ тата чаплă çынсемлĕ шкул республикăра та сахал.

Ун историне тĕпчеме тытăнсан çакă палăрчĕ – маларах унпа никам та интересленмен. Чăваш патшалăх тĕп архивĕн докуменчĕсенче Етĕрне уесĕнчи Туçа вулăсĕнчи Хапăс салинче 1846 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче чиркÿпе прихут шкулне уçни çинчен каланă. Унта 30 ача вĕреннĕ, вĕсене пĕр учитель, виçĕ çул каялла хута янă чиркÿре пупра ĕçлекен Григорий Яковлевич Вейсманов вĕрентнĕ. Çак кунах нурăсра та шкул уçăлнă. 29 ача вĕренме тытăннă. Апла пулсан Хапăспа Нурăс шкулĕсем йĕкĕрешсем. Шкулсенче Турă саккунĕсемсĕр пуçне чиркÿре юрлама, кĕнекесем вулама, арифметикăна хушма кăларма, пайласа хутлама тата таса та тирпейлĕ çырма вĕрентнĕ.

Сăмах май вăл вăхăтри шкулсенчи чи пысăк çитменлĕх çинчен те каласа хăварас килет. Шкулсенче ачасене чăвашла пĕлмен вырăс священникĕсем вĕрентнĕ. Ачисем вара пĕр сăмах та вырăсла пĕлмен, пупĕсем – чăвашла. Çавна пула ял ачисене шкулта вĕренме питех те хĕн пулнă. Çавна пулах ялти шкулсенче вĕренсе тухнисенчен никамах та ăслăлăх çулĕ çине тăрайман.

Çакна Хапăсра 1880 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче çуралнă, кайран вĕренсе учителе тухнă Семен Борисович Борисов Н.В.Никольский патне çырнă «Хамăн пурнăç çинчен» аса илĕвĕнче çирĕплетет.

Хапăсра вĕреннĕ тепĕр паллă çын вăл - Даниил Филимонович Филимонов. Вăл – чăвашран тухнă архиепископ, хальхи чăваш алфавитне тăвакансенчен пĕри, писатель, педагог, куçаруçă, Иван Яковлевичăн чи çывăх тусĕ.

Семен Борисович Борисов та пирĕн шкулта вĕренсе, кайран Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухса учителе тухнă. Вăл Иван Яковлевич Яковлевпа тата «Хыпар» никĕслевçипе Николай Васильевич Никольскипе çывăх пулнă. Унăн ятне район энциклопедине те кĕртнĕ.

Пирĕн шкулта 1915-1918-мĕш çулсенче паллă тĕпчевçĕ Тимухха Хĕветĕрĕ ĕçленĕ. Çак вăхăтрах вăл чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи правилисене çырса пичетленĕ. Хăйне халăх тăшманĕ тата националист тесе айăпласа арестлеччен 30 кĕнеке пичетлеме ĕлкĕрнĕ. Унăн ĕçне малалла Хапăс шкулĕнчен вĕренсе тухнă Семен Петрович Горский профессор тăснă. Михаил Яковлевич Сироткин профессор та пирĕн шкултах пуçламăш пĕлÿ илнĕ.

Шкултан вĕренсе тухнă наука кандидачĕсем те йышлă: Арсентий Семенович Кожанов, Валентина Поликарповна Михайлова, Юрий Валерьянович Баранов, Елизавета Васильевна Ефремова, Олимпиада Анатольевна Заулина, Павел Петрович Пырков. Писательсене илсен, чи сумли чăваш халăх писателĕ Анатолий Вкиторович Емельянов, Сарра Леонтьевна Баранова, Анатолий Александрович Цветков поэт.

Шкулта ĕçленĕ вĕрентекенсем çинчен те нумай çырма пулать, паянхи учительсем те пысăк хисепе тивĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2006
00:00
Поделиться
;