Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Концертпа савăнтарчĕç

Районти культура çурчĕн халăх хорĕ раштав уйăхĕнче Кĕçĕн Кипекри, Кÿстÿмĕрти тата Пăваялĕнчи культура çурчĕсенче пулса ял халăхне çĕнĕ концерт программипе савăнтарчĕ. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Юдин ертÿçĕ Тăрăшнипе вĕсенче чăваш халăхăн хăна, туй юррисем тата хамăр районти композиторсен - Г.Н.Петров-Пайăрăн, В.А.Михайловăн, П.С.Агиловăн- юррисем мăнаçлăн та уççăн янăрарĕç. «Вăрнарсен» пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем, пурте юрра-ташша юратакансем: Р.Н.Тихонова – районти почта уйрăмĕнче чылайранпа вăй хурать, В.П.Петрова – Туçи-Мăратри шкулĕнче математика учителĕ, З.А.Белякова – хими заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, З.А.Рекаева – вĕрентÿ ветеранĕ, А.И.Федотов – Уравăш шкулĕнче математикăпа вĕрентет, Э.М.Малова – 2-мĕш вăтам шкулта математика учителĕ пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, Т.М.Курсова – хими заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, Е.Г.Матвеева куракансене илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Çавăн пекех концертра Е.М.Алексеев, В.П.Слотина, А.Ф.Терентьев, В.И.Семенов, Т.Я.Терентьева, А.Игнатьева хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2006
00:00
Поделиться
;