Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тен, вăрнарсем те çĕнтерĕç

Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çул республикăри вĕрентÿ тытăмĕн инноваци, ăс-хакăл тата пултарулăх вăй-хăватне аталантарас тата пулăшас тĕллевпе ятарлă Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн 30 педагог валли 10-шар пин тенкĕлĕх, 20 вĕрентÿ учрежденийĕ валли 200-шер пин тенкĕлĕх грантсем çирĕплетнĕ.

Пирĕн районти шкулсем çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес, вĕренÿпе пурлăх базине вăйлатас тата ачасене тивĕçлĕ воспитанипе тарăн пĕлÿ парас ĕçре паха опыт пухнă. Çавăнпа та вĕсенчен хăшĕ те пулин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине те республика Президенчĕн грантне çĕнсе илес шанăç пур. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, конкурса хутшăнма хальлĕхе Калининăри, Чăрăшкас Хирлепри, Ярмушкари, Туçи Çармăсри шкулсем, Н.Н.Алексеева (Мăн Явăш шкулĕ, кĕçĕн классен учителĕ), А.М.Степанова (Туçи Мăрат, биологипе хими), П.Я.Золов (Туçи Мăрат, истори), Е.Г.Петрова (Туçи Çармăс, ют чĕлхе), О.Г.Курбатова (Вăрнарти 2-мĕш шкул, кĕçĕн классен учителĕ), Ю.А.Феофанов (Хирпуç, физика), Н.И.Кузьмина (Вăрманкас, вырăс чĕлхипе литератури), В.Г.Ефимов (Вăрманкас, физкультура), В.М.Гурьева (лицей, математика), Е.Н.Горбунова (Вăрнарти 2-мĕш шкул, вырăс чĕлхипе литератури), Р.Г.Гордеева (Санарпуç, ют чĕлхе), Т.Я.Терентьева (Санарпуç, вырăс чĕлхипе литератури), А.А.Максимова (Калинино, вырăс чĕлхипе литератури) учительсем документсем тăратнă.

Вĕсенчен, паллах, республикăна чи лайăххисене - икĕ шкула тата тăватă учителе – кăна тăратаççĕ. Вĕсене суйласа илессипе комисси ĕçлет ĕнтĕ: шкулсен ĕç-хĕлне те, вĕрентекенсен ĕç опытне те тĕрлĕ енчен хаклать. Ку енĕпех иртнĕ çул вĕçĕнче шкулсенче обществăлла экспертиза кунĕсем йĕркеленĕ, конкурса хутшăнма чи тивĕçлисене палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2006
00:00
Поделиться
;