Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей ялхуçалăх банкĕ çĕр ĕçченне пулăшать

Раççей ялхуçалăх банкĕн Вăрнарти уйрăмĕ иртнĕ çул вĕçĕнче кăна уçăлчĕ пулин те районти предприятисемпе организацисен шанăçне çĕнсе илчĕ. Ирина Николаевна Кошкина управляющи каланă тăрăх, куллен темиçешер хуçалăх хăйсен счечĕсене Вăрнарта уçасси çинчен пĕлтерсе документсем хатĕрлет. Ытти районсенчен те килеççĕ кунта.

Ялхуçалăх банкĕ çĕр ĕçченне усă курма меллĕ пулăшусем панине палăртаççĕ клиентсем. Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсемпе правительствисем палăртнă программăсемпе килĕшÿллĕн хуçалăхсене тивĕçекен укçа-тенкĕ те ку банк урлă килĕ. Унсăр пуçне кредит илмелли майсене çăмăллатни килĕшет ертÿçĕсене.

Районта банк системинче те конкуренци çурални пĕлтерĕшлĕ. Ку таранччен перекет банкĕ кăна ĕçленĕ, халĕ вара иккĕрен суйлама май пур.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 января 2006
00:00
Поделиться
;