Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сумлă тÿпе хывнă

«Ачалăхшăн, ачасем ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕ вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Республикăри чылай предприяти-организаци унта сумлă тÿпе хывма пултарчĕ.

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче старт илнĕ марафон йĕркипе хальлĕхе енчĕке 400 пин ытла тенкĕ пуçтарăннă. Пуринчен те ытларах укçа-тенкĕ хываканни – «Чăвашкредитпромбанк» акционерсен обществи. Укçа хисепĕ питех сумлă – 100 пин тенкĕ.

Çак акци йĕркипех Раççей Перекет банкĕн Чăваш енри уйрăмĕ йышлă тата сахал тупăш илекен çемьесенче çитĕнекен 800 ытла ача валли каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелесе панă.

Пирĕн ентешсем те ыркăмăллăх акцийĕнчен аякра юлман. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, акă, ятарлă счет çине вунă пин тенкĕ куçарнă.

Ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Çавăнпа та йывăр шăпаллă ачасене пулăшма йĕркеленĕ акцие кашниех хутшăнма пултарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 января 2006
00:00
Поделиться
;