Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ Программа хатĕрленĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă «Çĕнĕлле ĕçлемелле, пултаруллă ĕçлемелле» Çырăвĕнче çитĕнекен ăрăва компьютер технологисене алла илме майсем туса парасси тата пулăшасси тĕп вырăнта пулнине палăртнă.

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, акă,: шкулсем хушшинчи вĕренмелли пĕрлехи информаци хутшăнăвĕсене йĕркелес тĕллевпе 2006-2010 çулсенчи тапхăр валли ятарлă Программа туса хатĕрленĕ. Компьютер технологийĕсемпе усă курса вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси, республика та Раççей шайĕнче вĕренмелли информаци хутшăнăвĕне йĕркелесси, вĕрентÿ учрежденисене ертсе пыракансен тата учительсен информаципе коммуникаци технологисен пĕлĕвне аталантарасси, унăн тĕп тĕллевĕсем шутланаççĕ.

Паллах, асăннă программăна пурнăçа кĕртни çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăлне çивĕчлетме тата пуянлатма, информаци ресурсĕсене туллин алла илме май парĕ. Палăртнă тăрăх, 2010 çул тĕлне шкулсем çĕнĕ йышши компьтерсемпе пуянланĕç. 10 ачана пĕр компьютер тивĕ.

Программăна пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 3 миллион та 558 пин тенкĕ уйăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2006
00:00
Поделиться
;