Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çĕнтерÿ çулĕ» - малтисен йышĕнче

Вăрнарти издательство çурчĕ республикăра ирттерекен тĕрлĕ конкурссенче, экономика ăмăртăвĕсенче час-часах мала тухать. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат та, уйрăммăн илсессĕн, тĕрлĕ темăсене мĕнле çутатни пирки министерствăсемпе ведомствăсем ирттерекен конкурссене активлă хутшăнать, нумай чухне çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет.

Конкурссен итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та малти вырăнсене йышăнакансене Пичет кунне халалланă уява пухса чысланă. Каламалла, ку çул пысăк «тухăçлă» пулчĕ, район хаçатĕнче вăй хуракансене тĕрлĕ номинацисенче палăртрĕç. Акă, РФ Пенси Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ хаçата пенси темине пуренлĕн, кăсăклă çутатнăшăн дипломпа хавхалантарнă. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халлаласа ирттернĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче çарпа патриотизм темипе хатĕрленĕ ĕçсен конкурсĕнче «Çĕнтерÿ çулĕ» иккĕмĕш вырăна çĕнсе илсе диплома тата укçан премие тивĕçнĕ. Каласа хăвармалла, ÿсĕмсенче ку рубрикăсене тытса пыракан С.Чикмякован тÿпи пысăк.

ЧР Шалти ĕçсен министерствипе ЧР Журналистсен союзĕн правленийĕ пĕрле ирттернĕ «Право йĕркелĕхĕшĕн» конкурсăн пĕтĕмлетĕвне те çирĕплетнĕ. Пичетре милици органĕсемпе подразделенийĕсен ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатнăшăн район хаçачĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă, диплома тивĕçнĕ. Право ыйтăвĕсемпе çырнă материалсемшĕн, уйрăм журналистсем хушшинче, редакцин экономикăпа право пайĕн пуçлăхне В.Николаева хаклă парнепе чысланă. Сăмаха май, пĕлтĕр эпир ку конкурсра пĕрремĕшĕ пулнă.

Çавăн пекех, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов редакци коллективне пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, чăн-чăн профессионалсем пулнăшăн тав туса Çыру янă, Пичет кунĕ ячĕпе саламланă.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2006
00:00
Поделиться
;