Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи маттуррисене, мал ĕмĕтлисене – Президент стипендийĕ

       Чăваш енре талантлă тата обществăлла пурнăçа активлă хутшăнакан çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси, вĕсене хăйсен пултарулăхĕпе усă курмалли условисем туса хурасси республикăра тытса пыракан чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсенчен пĕри. Ку ĕç çулсеренех лайăхланса пырать. Президентăн ятран паракан стипендине 1994 çулта çирĕплетнĕ. 2002 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн вара çулсерен паракан стипендисен шутне пине çитернĕ.
Ытларикун Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров республикăри çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн стипендисем парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Кăçал та вĕрентÿре, наукăра, производствăра, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче тата ытти сферăра кăтартупа палăрнă пин хĕрпе каччă çулталăкĕпех 1000-шер тенкĕ илсе тăрĕ.
Пирĕн районтан Президент стипендине ; çамрăк тивĕçнĕ, вĕсем:
Роман Юрьевич Арсентьева - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен*
Елена Геннадьевна Бурментьева – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ*
Ирина Юрьевна Григорьева – К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн сĕт-тавар фермин заведующийĕ*
Петр Леонидович Григорьев – «Санар» агрофирмăн тĕп агрономĕ*
Ирина Сергеевна Данилова – ирĕклĕ майпа кĕрешекен, Шупашкарти Олимп резервисен училищин вĕренекенĕ*
Ольга Николаевна Захарова – Аçăмçырминчи вăтам шкулăн аслă вожатăйĕ*
Игна Валерьевна Иванова – Вăрнарти издательство çурчĕн электронлă набор операторĕ*
Ольга Ивановна Илларионова – Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕ*
Надежда Викторовна Кузнецова, Татьяна Николаевна Лепешкина, Екатерина Сергеевна Логачева, Оксана Геннадьевна Шагунова – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенткисем*
Вячеслав Валерьевич Ластухин – спортсмен, А.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн шкулĕн вĕренекенĕ*
Людмила Николаевна Лукина – Малти Ишекри вăтам шкулăн 11-мĕш класра вĕренекенĕ*
Андрей Владиславович Львов – Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕскер*
Сергей Юрьевич Львов – Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕ*
Татьяна Валерьевна Макарова – спортсменка, А.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн шкулĕн вĕренекенĕ*
Владимир Станиславович Политов – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ*
Александр Валериевич Раков – «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕ*
Алена Вячеславовна Федорова – ирĕклĕ майпа кĕрешекен, А.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн шкулĕнче вĕренекен*
Елена Сергеевна Яштайкина – Кульцаври вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2006
00:00
Поделиться
;