Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕ

       Юнкун депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна ку хутĕнче вырăна тухса – Мăн Явăшри культура çуртĕнче – ирттерчĕç. Унта депутатсемсĕр пуçне хула тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, педагогсем т.ыт.те хутшăнчĕç. Пухăва депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ А.Н.Иванов уçрĕ тата ертсе пычĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа – «Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн «Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ çинчен» Указне пурнăçлассипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен задачисем çинчен» - район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин доклад туса пачĕ. «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционер обществин генеральнăй директорĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.В.Свешников, районти тĕп больница врачĕ депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.А.Краснов, Кольцовкăри тата Калининăри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Т.В.Васянина, Калининăри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ И.И.Ефимова, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.С.Краснов, «Советская Чувашия» хаçат, ЧР патшалăх унитарлă предприяти генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ А.Г.Соловьев тухса каларĕç.
Пуху, иккĕмĕш ыйтăва пăхса тухса, «Вăрнар районĕн 2005 çулхи бюджетне пурнăçланин итогĕсем çинчен» финанс пайĕн пуçлăхĕ Л.И.Анисимова пĕлтернине итлерĕ. Черетлĕ ыйтăва сÿтсе явнă май, депутатсем районăн тĕллевлĕ программисене çирĕплетрĕç. Тăваттăмĕш ыйтупа район администрацийĕн организациллĕ, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ В.И.Харитонов тухса каларĕ. Сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх Пуху тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕ.
Депутатсем, вăрнарсен Шупашкарти «Туслăх» ентешлĕхĕ ыйтнине тивĕçтерсе, Кольцовкăра çуралса ÿснĕ, халĕ республика тĕп хулинче пурăнакан Социализмла Ĕç Геройне Александр Федорович Доманина «Вăрнар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пама йышăнчĕç.
Юлашкинчен А.И.Кузьмин депутатсен районти Пухăвĕн 2005 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче суйланнă депутатсене депутат удостоверенийĕсем пачĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2006
00:00
Поделиться
;