Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Малашлăх çулĕпе – малалла

«Хорнзор» ял хуçалăх производство кооперативĕ 1993 çулта «Янгорчино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхран уйрăлса тухса йĕркеленнĕ. Ăна Федор Григорьевич Кузьмин ертсе пырать. Вăл Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн тăван ялĕнче уй-хир бригадирĕнче тимленĕ. Каярахпа Вăрнарти сортсем сăнакан участока, «Янгорчино» ял хуçалăх коллективне ăнăçлă ертсе пынă. Хуçалăхра пилĕк çул спорт инструкторĕ пулса ĕçленĕ. Вăл паллă спортсмен, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ.

«Хорнзор» хуçалăх вун икĕ çул хушшинче ÿсĕмсем те, çитĕнÿсем те тунă. Ял хуçалăх предприятийĕ хăйĕн вăйĕпе çĕнĕрен автогараж, ГСМ склачĕ, ял хуçалăх техникисене юсамалли тата йывăçран тĕрлĕ хатĕрсем тумалли мастерской, столовăй, çĕрулми упрамалли хранилище, механизациленĕ арман, обществăлла выльăх-чĕрлĕх усрамалли витесем туса лартнă. 39 пуç лаша, 289 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вăл шутра сăвакан ĕнесем – 100), 100 пуç сысна пур.

Техника – ял хуçалăх чĕри. Кооперативра 23 трактор, 11 автомобиль, 6 тырă вырмалли комбайн. Кăçал кăна çĕнĕ «Нива» комбайн туяннă. Хуçалăхра 163 çын вăй хурать. Вĕсем пурте ял хуçалăх производствине çĕклессишĕн чуна парса тăрăшаççĕ. Уйрăмах С.Григорьева, Н.Шашкова, К.Яковлева, Н.Петрова, З.Павлова дояркăсене, В.Романов, А.Шашков, А.Васильев, В.Артемьев, С.Степанов, Ю.Михайлов механизаторсене, С.Кошкин, В.Фомин, Ю.Преханов, Б.Никитин комбайнерсене ырăпа аса илмелле.

Иртнĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче хурăнсурсем кашни гектартан тĕштырă 25 центнер, çĕрулми 250 центнер усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 446,7 центнер сĕт, 36,2 центнер аш туса илнĕ. «Хорнзор» кооператив ĕçлĕ ăмăртура районти хуçалăхсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Хуçалăх вăрманĕнче вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Унта 60 çемье усраççĕ. Кунта чылай çул хушши Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ хурт-хăмăр ăсти Алексей Иванович Плешков ĕçленĕ. Вăл кашни çемьерен 45-шер килограмм пыл илетчĕ. Халĕ утарта унăн ывăлĕсем Кольăпа Олег тăрăшаççĕ. Çулсеренех хуçалăх ĕçченĕсене техĕмлĕ пылпа сăйлаççĕ.

В.Яковлев мельник пысăк хисепре. Вăл пахалăхлă та экологи енчен таса çăнăх авăртать. Çавăн пекех обществăлла выльăхсем валли кĕрпе те, посыпка та хатĕрлет.

«Çитĕнÿсем тăвасси ял хуçалăх специалисчĕсенчен те нумай килет,- терĕ Ф.Кузьмин. - хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Е.Кузьмина, тĕп агрономĕ М.Максимов, ветеринари тухтăрĕ З.Максимова, тĕп зоотехникĕ В.Николаев, ферма заведующийĕ П.Филиппов, тĕп экономисчĕ А.Кондратьева, кадрсемпе ĕçлекен Е.Кузьмина, тĕп инженерĕ Л.Кондратьев тата ыттисем хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ».

Юлашки вуникĕ çул хушшинче Хурăнсур Çармăс ял сăн-сăпачĕ те палăрмалла улшăнчĕ. Ял çыннисем çĕнĕрен çĕнĕ пÿрт-çурт лартаççĕ, пĕри тепринчен илемлĕрех. Кашни çемьере тенĕ пекех газпа усă кураççĕ. Урамра асфальтлă çулсем хывнă, çĕнĕрен пĕвесем тунă, çырма-çатра таврашне, обществăлла вырăнсене нумай йывăçсем лартнă. Ял урамĕсен тăкăрлăкĕсенче скверсем тунă. Çĕнĕ урам çĕкленчĕ, тăршшĕ пĕр километра яхăн. Кунтах культура паркĕ, стадион йĕркеленĕ. Стадионта тăтăшах çуллахи тата хĕллехи спартакиада вăййисем, юрă-ташă уявĕсем иртеççĕ. Унта ватти-вĕтти хутшăнать. Тăван тавралăха, ял илемне кÿрекен ытти вырăнсем те сахал мар. Хурăнсур-çармăссем культурăпа кану паркĕнче ача амăшне халалласа палăк лартасшăн. Пĕлтĕр ун никĕсне хывнă та ĕнтĕ.

Ял çыннисен культурăлла канăвне клуб ĕçченĕсем йĕркелесе пыраççĕ. Клубра «Çăпата» фольклор ансамблĕ пур. Юрă-ташă ăстисем Шупашкарта та, Мускавра та гастрольсенче пулнă. Хурăнсур-çармăссен малашлăх пысăк. Кĕçех ялта «Спорткомплекс» ĕçлеме тытăнĕ. Çакă вара çынсене пушă вăхăта усăллă ирттерме, сывлăха çирĕплетме пулăшĕ. «Спорткомплексра» музей та уçма палăртнă.

Хуçалăх ертÿçи Ф.Г.Кузьмин яла аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Вăл пуçарнипе «Хурăнсур ял çыннисем сенкер экран çинче» темăпа киножурнал хатĕрлеме тытăннă. Хальлĕхе кунта 80 ял çыннин ĕç биографийĕсене сăнласа кăтартнă. Федор Григорьевич ку ĕçе Шупашкарти, Вăрнарти опытлă специалистсемпе пĕрле пурнăçласа пырать.

Федор Григорьевич ăста та  пултаруллă çын. Вăл пьесăсем те çырать. Хăех режиссер та, актер та. Мĕнпур ял çыннисене спорта явăçтарма пултарчĕ. Çакă ăна ертÿçĕ ĕçĕнче пĕрре те чăрмантармасть. Вăл кашни ирех вырăнти радиоузел çуртне васкать. Ĕç нарячĕсем парать, ĕçре матуррисене мухтать, начар ĕçлекенсене ятласа та илет.

Агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн Федор Григорьевича 1998 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă. Вăл тата Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн депутачĕ. Ф.Кузьмина халăх шанать, ĕненет.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2006
00:00
Поделиться
;