Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Президент Указне пурнăçласа

        Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров 2004 çулхи Указĕпе çирĕплетнĕ «Чăваш Республикинче пурăнакансене 205-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе вăрнарсем сулмаклă утăмсем тума ĕлкĕрнĕ. 2005 çулта, акă, Кĕçĕн Çавал çинче, Вăрнартан Йĕпреçе каякан шоссе çулĕнчен çÿлерех, шыв хранилищи тума тытăнни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ.
Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес енĕпе пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕле пĕтĕмлетме районта нумаях пулмасть канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Республикин çутçанталăкпа усă курас ĕç тата экологи министрĕ çумĕ Е.Юшин, «Дорисс» акционерсен уçă обществин директорĕ А.Храмов, «Чăваш ен территорийĕнче программăсен дирекцийĕсем» республикăри патшалăх учрежденийĕн ертÿçи С.Сергеев, районти капиталлă строительствăпа тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пуçлăхĕ В.Ильин хутшăннă. Канашлура çывăх кунсенче Кĕçĕн Çавалти шыв хранилищинче илсе пымалли тата пăрса ямалли каналсене туса пĕтерме йышăннă.
Кĕçĕн Çавалта малалла строительство ĕçĕсем ирттерме кăçал республика бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ уйăрнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2006
00:00
Поделиться
;