Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветеран-педагогсене чысланă

 
Владимир Иванович Толстов тата Валериан Мефодьедьевич Белов ветеран-педагогсем Мăн Явăш тăрăхĕнче кăна мар, районта та ят-сум çĕнсе илнĕ. Хăйсен пурнăçне вĕсем çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. Вуншар çул шкулта чуна парса вăй хунипе пĕрлех пархатарлă ĕçĕсемпе те палăрнă. Владимир Иванович Валериан Мефодьевич Ĕçпе вăрçă мухтавĕн тата краеведени музейĕсем йĕркеленĕ. Ачасене çарпа патриотла воспитани парас тата тăван халăх историйĕпе культурине вĕрентес ĕçре вĕсен пĕлтерĕшĕ те пысăк.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин ветеран-педагогсене Вăрнар районĕн Хисеп грамотине тата хаклă парнесем панă.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2006
00:00
Поделиться
;