Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çивĕч ыйтусем хускатнă

Виçĕм кун районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пăхса тухнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕ шкулсенче яланах тĕп ыйтусен шутĕнче пулнă. Кăçалхи шартлама сивĕсем ку енĕпе уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратрĕç. Юрать, инкексем пулмарĕç. Апла пулин те асăрханулăх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар. Патшалăх пушар асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Ю.Михайлов электричество приборĕсемпе тимлĕ пулмаллине, йĕркелĕхе сыхламаллине тепĕр хут çирĕп асăрхаттарнă.

Çĕнĕ çултан пуçласа вĕрентÿ ĕçченĕсене коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлессине социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă пурнăçлаççĕ. Ăна илсе тăмалли йĕркепе район администрацийĕн ĕçлев, социаллă аталану пайĕн специалисчĕсем Л.Ивановапа И.Смолина паллаштарнă.

Çавăн пекех директорсем Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕнче пурнăçламалли ĕç планĕсене тишкерчĕ, мероприятисене йĕркелемелли пирки калаçнă.

Çав кунах вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн Канашне ирттернĕ. Унта шкулсенчи йĕркелÿ ĕçĕсене туса пырас, ачасене вĕри апат çитерес ыйтусене пăхса тухнă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кăçал хатĕрленÿ ĕçĕсем еплерех пыни çинчен директорсене итленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2006
00:00
Поделиться
;