Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăтартусем савăнтармаççĕ

Тимлĕ пулма темле асăрхаттарсан та, çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен пĕрмаях аса илтерсе тăрсан та, çул çинчи инкексем тĕлĕшпе лару-тăру лайăх енне улшăнмасть. Çулсерен техника шучĕ ÿссе пырать, çавна май урамра çÿремелли йĕркесене уяманни, тимлĕхе çухатни хăрушă инкексен сăлтавĕ пулма пултарать. Иртнĕ çулхи кăтартусем те самаях шутлаттараççĕ.

Районти çулсем çинче 2005 çулта 31 инкек çырăннă, çакă унчченхи çулхинчен 1 тĕслĕх сахалрах. Апла пулин те, вĕсенче 12 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 2004 çулта çулсем çинче 8 çын вилнĕ. Аманса суранланнисен шучĕ ÿснĕ, 39 тĕслĕх пулнă (2004 çулта – 37). Асăрхарăр ĕнтĕ, вилнисен шучĕ 4 çын чухлĕ ÿснĕ. Ку цифрăсем пурне те шухăша яма кирлĕ.

Аварисен 50 проценчĕ республика шайĕнчи çулсем çинче пулнă. Шупашкар – Сурское трасса çинчи 9 инкекре 5 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, 15-ĕн аманнă. Канаш - Çĕмĕрле тата Калинино – Йĕпреç автоçулсем çинче виçшер инкек пулнă, пĕршер çын вилнĕ, икшер çын суранланнă. Хăрушă тĕслĕхсен сăлтавĕсене пăхса тухнă май нумай чухне транспорт хатĕрĕсен водителĕсем айăпли курăнать. Аякран, ют хуласенчен килнĕ машинăсем хăвăртлăх режимне пăхăнманнине палăртмалла.

Вăрнар районĕн вырăнти çулĕсем çинче 14 аварире 5 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 20-ĕшĕн суранланнă пирки сипленме тивнĕ. Хальхинче те çакăн сăлтавĕсем – хăвăртлăха ытлашши ÿстерсе яни тата водительсем руль умне ÿсĕрпе ларни.

ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем пĕлтĕрхи 12 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă 1944 тĕслĕхе тупса палăртнă, йĕркене пăснă 141 çуран çÿрекене, ÿсĕрле çул çине тухнăшăн – 122, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшменшĕн – 82, хăвăртлăха ытлашши ÿстернĕшĕн 380 водителе явап тыттарнă. Автомашинăпа çÿремелли ирĕкрен хăтарас тĕлĕшпе суда 282 ĕç тăратнă.

Иртнĕ çул патшалăх транспорчĕ хутшăннипе 2 инкек пулнă, вĕсенче тăваттăн вилнĕ, улттăн суранланнă. Çакнашкал тĕслĕхсене асăрхаттарас тĕллевпе пĕлтĕр ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем 66 контроль тĕрĕслевĕ ирттернĕ, вĕсенче 72 транспорт хатĕрĕ юсавсăррине пула çул çÿрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине тата 145-шĕ патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухманнине тупса палăртнă, çитменлĕхсене пĕтерме кăтартса 87 предписани çырса панă. Должноçри 30 çынна административлă явап тыттарнă.

Çул-йĕр инкекĕсенче ачасем сусăрланса аманассине асăрхаттарас тĕллевпе районти шкулсенче тата ача садĕнче вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле 23 тĕрĕслев йĕркеленĕ, çул-йĕр правилисем пирки 24 калаçу ирттернĕ, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Сăмах май, районти çулсем çинче пĕлтĕрхи пекех тăватă инкекре икĕ ача вилнĕ, икĕ ача аманнă.

ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем тĕрлĕ преступленисене уçса парассипе те сахал мар тимлеççĕ. Çапла, иртнĕ çул вĕсем 16 киревсĕр ĕçе уçса панă.

ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем уйăхсеренех аварисене пăхса тухса тишкереççĕ, сăлтавĕсене, уйрăмах нумай инкек пулнă вырăнсене палăртса тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2006
00:00
Поделиться
;