Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти çăмăл атлетсен манежĕнче пулнă ăмăрту вăрнарсен спорт «енчĕкне» кĕмĕл медальсемпе пуянлатнă. Çитĕнÿпе савăнтараканни вара – Хăмăш хĕрачи: Марина Гордеева!

Çăмăл атлетика енĕпе Атăл тăрăхĕнчи хуласем хушшинче иртнĕ ăмăртура вăл 1,5 тата 3 километрлă дистанцисенче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çапла пултаруллă та çĕнтерÿçĕсем тума ăнтăлакан хĕрачана Раççей первенствине хутшăнма Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышне кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2006
00:00
Поделиться
;