Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пархатарлă ĕç

Мĕн авалтанпа чăваш каччисем çар ĕçĕнче йĕркене пăхăнса тăнипе, шанчăклă тата тÿрĕ чунлă, хастар та хăюллă пулнипе палăрса тăнă. Çак пархатарлă ырă енсем ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, тăванĕсем тĕрĕс воспитани панипе яш-кĕрĕмĕн чун-чĕринче пĕчĕкренех çирĕпленнĕ.

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – чи пысăк та таса тивĕç. Çамрăксене çар ретне тăратассине районта çар комиссариачĕпе пĕрле запасра тăракан пограничниксен «Щит Родины» пĕрлешĕвĕ те тивĕçлĕ пурнăçласа пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – чикĕ хуралĕнче службăра тăма пултаруллă та хастар çамрăксене хатĕрлесси. Палăртмалла, организаци ĕçченĕсем яш-кĕрĕме шкул саккинченех çарпа патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшаççĕ, вĕсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентеççĕ. Çак организаци тухăçлă ĕçленине пула кашни призывра 10-12 çамрăк салтак тумне тăхăнса Тăван çĕршыв чиккине сыхлама каять. Хăшĕсем вара контракт йĕркипе Раççей çарĕнчех юлаççĕ. Ку вăл салтаксене пĕлĕве малалла ÿстерме, тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илме май парать тата вĕсене пурнăçра хăйсен çулне тупма пулăшать. «Щит Родины» пĕрлешĕвĕн председателĕ В.Михайлов каланă тăрăх, хĕсметре тăмалли срок вĕçленнĕ хыççăн контрактпа армине юлнисем çар дисциплинине çирĕп пăхăнаççĕ, йăх-несĕлĕмĕрсен ятне ямаççĕ. Çарпа патриотизмла воспитани ĕçне кÿлĕннисем В.Николаев, В.Кудрявцев тата ытти паттăр та хăюллă пограничниксемпе чăннипех мухтанаççĕ.

Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн «Щит Родины» обществăлла пĕрлешĕвĕн председателĕн çумне О.Никитина нумаях пулмасть Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Хисеп грамотипе наградăланă. Çакăн пек пысăк ят-сумах асăннă организацин ертÿçи В.Михайлов тата М.Тихоновпа Б.Петров ĕçченсем те тивĕçнĕ.

Тăван çĕршыв чысĕшĕн пуçа ан шелле, теççĕ ваттисем. Организацире тимлекенсем çĕршыв чиккине хуралланă çĕрте паттăррăн пуçĕсене хунă пограничниксене манмаççĕ, вĕсен çемйисене май пур таран пулăшу парсах тăраççĕ.

Вăрнар поселокĕнчи Асăну скверĕ - çар çыннисемшĕн чи сăваплă вырăн. Кунта пограничниксем вилнĕ юлташĕсене асăнса обелиск лартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2006
00:00
Поделиться
;