Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Камăн йĕлтĕрĕ хăвăртрах

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2006» акци йĕркипе шăмат кун Вăрнарти йĕлтĕр базинче ăмăрту иртнĕ. Ку хутĕнче йĕлтĕр çине тăраканĕсем – ял-хула поселенийĕсенчи йĕлтĕрçĕсем. Старта пĕтĕмпе 16 команда тухнă, кашнинче пилĕкшер çын: виçĕ арçын, икĕ хĕрарăм. Эстафета хаваслă, çав вăхăтрах çивĕч тупăшура иртнĕ. Малтанхи тапхăрта ершепуçсем ытти командăсене самай хыçа хăварма пултарнă. Анчах эстафета вĕçнелле вăрманкассем вĕсене иртсе кайнă. Вĕсемех ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Упнер тата Ярмушка ял тăрăхĕсен командисем.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 февраля 2006
00:00
Поделиться
;