Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пысăк кăтартупа вĕçленĕ

Район экономикин иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, пăшăрханмаллиех çук. Пĕлтĕр промышленность продукцийĕн калăпăшĕ 2264,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку виçĕмçулхипе танлаштарсан ытларах – 112, 4 процент.

2005 çулта районти чылай промышленность предприятийĕ ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, производствăна ÿстерме пултарнă: «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществи – 103,3, «Август» фирма филиалĕ – 115,8, аш-какай комбиначĕ – 134,2, йывăç комбиначĕ – 109,8,  Вăрнарти электричество сечĕсем – 108,3, Вăрнарти издательство çурчĕ – 177, Калинино райповĕ – 107,7, «Вурнарский» тепловодоканал» - 126,6 процент. Продукци туса кăларас отрасль тытăмĕнче хими промышленноçĕ пысăк вырăн йышăнать, пĕтĕмпе 83,6 процент. Ку вăл – «Август» фирма филиалĕ тата хутăш препаратсен завочĕн продукцийĕ. Иртнĕ çул вĕсем пĕтĕмпе 1892,2 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи те çулталăка пысăк кăтартупа вĕçленĕ, кунта иртнĕ çул 234,9 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă (производствăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 10,4 проценчĕ).

Пĕчĕк предприятисен те пĕлтĕрхи кăтартусем япăх мар. Паянхи куна районта вĕсем пĕтĕмпе 95. Виçĕмçулхипе танлаштарсан, 2005 çулта производствăна вĕсем 114,5 процент таран ÿстернĕ. Производство калăпăшĕ 97 миллион тенкĕпе танлашнă. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне районта пĕтĕмпе 1,665 пин предпринимателе регистрациленĕ, вăл шутра 465-шĕ юридици сăпатĕнче тăмаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 февраля 2006
00:00
Поделиться
;