Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уйăхлăх старт илчĕ

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине пĕчĕкренех хăнăхтарасси, физкультурăпа спорт илĕртÿлĕхне ÿстересси тĕп вырăнта тăрать. Çаксене тĕпе хурсах ĕнтĕ, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçарăвĕпе районта оборона-массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланнă. Унăн программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2006» стартăн республикăри ăмăртăвĕсем, хĕллехи мини-футбол тата «Ылтăн шайба», çамрăк армеецсен слечĕ... – кусем пĕтĕмпех уйăхлăх вăхăтĕнчи мероприятисем. Спорт ăмăртăвĕсенче вăй-хала виçнипе пĕрлех ачасене ытти кăсăклă мероприятисем те кĕтеççĕ, вăл шутра – районăн паллă çыннисемпе, вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе, воин-интернационалистсемпе, çар çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулусем, ăс-хакăла аталантаракан вăйăсем, творчество конкурсĕсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 февраля 2006
00:00
Поделиться
;