Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çулта - çĕнĕлле

2005 çулта районĕпе кашни 100 гектар çĕр пуçне 65 центнер аш-какай, 200 центнер сĕт туса илнĕ. Аш-какай туса илессипе Вăрнар районĕнче ĕçлекенсем республикăра Шупашкар районĕ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.

Аш-какай туса илсе сутассипе уйрăмах «Искра», К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Броневик», аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ тăрăшуллă ĕçленине палăртмалла. Асăннă хуçалăхсенче, кашни çĕр гектар çĕр пуçне, 585-74 центнер аш-какай туса илсе сутнă.

Сĕт туса илессипе малти вырăна «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕ йышăнчĕ. Çĕрпелсем пĕлтĕрхи çул, кашни ĕнерен 5087 килограмм сĕт суса, республикăри чи малта пыракан хуçалăхсем хушшинче улттăмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Ку хуçалăхра вăй хуракан В.Тарасов кашни ĕнерен 5627 килограмм сĕт сума пултарчĕ, А.Мясниковапа А.Романова - 5450-5410 килограмм. «Хорнзор», «Победа» ял хуçалăх кооперативĕсенче, кашни ĕнерен 4000-шер килограмм ытла сĕт суса илчĕç, ытла К.Маркс ячĕллĕ, «Родник», «Знамя» ял хуçалăх кооперативĕсенче3700-3000 килограмм. Асăннă хуçалăхсенче çулсерен, выльăх-чĕрлĕх продукцине нумайрах туса илес, выльăх апачĕн базине çирĕплетес, пысăк продуктивлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес тĕлĕшпе ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Хуçалăх ертÿçисем выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсене ĕçлеме кирлĕ пек условисем туса пама тăрăшаççĕ. Тĕллевлĕ ĕçлекен хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илесси çулсерен ÿссе пырать. Кунта аякран килсе пулăшасса кĕтсе лармаççĕ, пахалăхлă продукци туса илсе хуçалăхăн экономикăпа финанс ыйтăвĕсене çÿллĕ шайра татса параççĕ.

Аш-какай туса илессипе уйрăмах «Янгорчино» хуçалăхри Н.Кириллова, В.Трофимов, Е.Иванова, Л.Трофимова выльăх пăхакансем, «Хорнзор» хуçалăхри Г.Иванова, А.Гаврилов, «Искра» хуçалăхри Р.Никифорова, С.Иванова, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Т.Михайлова, Г.Григорьев, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчи А.Федорова, А.Николаева, А.Васильева операторсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Çÿлте асăннă операторсем çулталăк хушшинче кашни ĕне выльăха 700-800 грамм, сыснасене 600 грамм ÿт хуштарса пынă. Пăрусем илнĕ çĕрте Н.Лукина «Родник», Р.Ластухин «Знамя труда», Г.Рассадина «Кольцовка», Н.Александрова «Победа», Н.Антонова «Янгорчино», В.Фомина «Хорнзор» хуçалăхри лайăх ĕçлессине палăртмалла. Вĕсем тăрăшуллă пулнипе кашни çулах ĕнерен пĕрер пăру илеççĕ.

Палăртмалла, пирĕ район АПКа аталантарас енĕпе республикăри, çĕршыври конкурссене тăтăшах хутшăнать. Акă, иртнĕ çул, сентябрь уйăхĕнче, «Чувашское» ăратлăх енĕпе ĕçлекен предприятинче ăратлă выльăх çитĕнтерекен хуçалăхсем хушшинче выставка иртрĕ. Выставкăра республикăри 40-е яхăн хуçалăх хутшăннă. Çак выставкăра пирĕн районти «Янгорчино» кооператив тата аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ ăратлă выльăхсене тăратнă. «Янгорчино» хуçалăхăн ăратлă выльăхĕсем ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр медальсем, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн сыснисем кĕмĕл медальсем илме тивĕç пулчĕç.

Анчах та, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте, районти пур хуçалăхсенче те ĕç кал-кал пулса пырать теме çук-ха. Хăш-пĕр хуçалăхсенче нумай выльăхсене çитĕнсе çитмесĕрех пусса е урăх çĕрелле ярса пĕтереççĕ, ÿт хуштарассипе сахал ĕçлесе пыраççĕ Уйрăммăн илсессĕн, «Искра», «Победа», «Янгорчино», «Броневик» хуçалăхсенче аш-какай комбинатне сутнă çамрăк выльăхсен чĕрĕ виçи 438-464 килограмм пулнă пулсан, «Правда», «Гвардеец» «Новый путь» хуçалăхсенче - 300 килограма çитеймен.

Аш-какай, сĕт туса илнĕ çĕрте сулмаклă утăмсем тăвас тесен ĕне выльăхсен, сыснасен йышне ÿстермелле.  Январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районĕпе 6908 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 2450 пуç сăвакан ĕне, 8340 пуç сысна шутланать. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, «Родник», «Победа», К. Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» хуçалăхсенче ÿснĕ пулсан, «Яуши» хуçалăхра 87 процент, «Абызово» - 62, «Знамя труда» - 44, «Гвардеец» - 41, «Маяк» - 67, «Агроинвест» - 45, ял хуçалăх техникумĕнче 30 процента яхăн чакнă. Сăвакан ĕнесен йышĕ, уйрăмах «Абызово», «Яуши», «Гвардеец», «Правда», ял хуçалăх техникумĕнче чылай сахалланнă. Выльăхсен чакнин тĕп сăлтавĕсем: ĕçри ĕç дисциплини хавшани тата шанса панă ĕçе тивĕçлипе туса пыманни.

Пĕлтĕрхи çул, кашни 100 ĕне пуçне, 78 пăру илнĕ пулсан, «Яуши», «Живица», «Новый путь», «Родина», «Маяк» хуçалăхсенче ку кăтарту 60 пуçа та çитеймерĕ. çакă çамрăк пăрусене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессине, ĕнесемпе пушмак пăрусене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине тата вăкăрсемпе чуптарассине лайăх йĕркелеменнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра тĕп задача вăл – хуçалăхсенче выльăх кĕтĕвне ăратлă выльăхсемпе пуянлатасси. 2005 çулта, районти хуçалăхсенче 89 ăратлă мăйракаллă шултра выльăх, 65 пуç сысна туяннă, район тулашне 108 пуç ăратлă выльăх сутнă. Ăратлă выльăхсене туяннăшăн тата сутнăшăн, районти хуçалăхсем 1890 пин тенкĕ укçан дотаци илнĕ, е плана 195 процент тултарнă.

Калас пулать, хуçалăхсенчен çитĕнсе çитнĕ выльăха Вăрнарти аш-какай комбинатне сутас тĕлĕшпе çуллахи тата кĕрхи вăхăтра уйрăм график туса йĕркеленĕ. Ку графикпа уйрăмăнах, Çĕрпел, Ершепуç, Мăн Явăш, Мăн Турхан ял администрацийĕсем тухăçлă ĕçленĕ. Вĕсем 23-17 тоннăна яхăн аш-какай пуçтарса панă пулсан, ку ĕçпе Нурăс, Кушар-Юнтапа, Кăкшăм, Малтикас ял администрацисенче тивĕçлипе ĕçлеймен.

Районĕпе сыснасен йышĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 11 процент ÿснĕ. Акă, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчех, хальхи вăхăтра 7482 пуç сысна пуçĕ шутланса тăрать. Районĕпе илсен, тата «Абызово», «Живица», «Юнтапа», «Гвардеец», «Новый путь», «Маяк», «Янгорчино», «Хорнзор», МТС, ял хуçалăх техникумĕнче кăна сыснасем усраççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстересси выльăх апачĕн базинчен, белоклă апатсенчен чылай килет. Çавна май кашни çул, эпир кашни условнăй выльăх пуçне 30 центнертан кая мар пахалăхлă апат еденици хатĕрлеме палăртатпăр. Ăна пурнăçа кĕртес пулсан вара, пысăк белоклă культурăсен лаптăкĕсене ытларах акмалла.

Кăçал районти хуçалăхсенче хĕл каçма 6153 тонна утă, 18839 тонна сенаж, 5652 тонна концентратлă апатсем хатĕрленĕ. Анчах та сĕтеклĕ апатсем (выльăх кăшманĕ, силос, çĕрулми) сахалтарах. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ кирлĕ чухлĕ хатĕрлессипе çулсерен, «Янгорчино», К.Маркс ячĕллĕ, «Искра», «Знамя» хуçалăхсенче тăрăшса ĕçленипе палăртмалла. Анчах та «Маяк», «Яуши», «Родина», ял хуçалăх техникумĕнче выльăх-чĕрлĕх апачĕ кирлĕ нормăран 30-50 проценчĕпе кăна  танлашать. Çавна пула асăннă хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илесси кирлĕ шайра мар. Пур хуçалăхра та, выльăха тулăх тăрантарма, чăрăш лăссисемпе, микро-макро хутăшсемпе, феллуценпа, жмыхсемпе усă курассине йĕркелемелле. Унсăр пуçне, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен ĕç технологине, дисциплинине, кун йĕркине çирĕп пăхăнса пырсан, ветеринарипе санитари ĕçĕсене тĕплĕн пурнăçласан кăна фермăсенче выльăх-чĕрлĕх продукци илессине хăпартма пулать.

Хальхи вăхăтра пур хуçалăхра та, ĕнесем пăруласси, сысна амисем çăвăрласси ÿссе пырать. Çавăнпа та хуçалăх руководителĕсен, зооветспециалистсен пăрусемпе сысна çурисене сыхласа хăварма тăрăшмалла.

«2010 çулчченхи тапхăрта район АПКне аталантармалли çул-йĕрсем» программăра выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Программăра сĕт-çу фермисене реконструкцилеме, кашни ĕнерен çулталăкне 3000-3500 килограмм, малта пыракан хуçалăхсенче 4500-5500 килограмм сĕт суса илме палăртнă. Умри тĕллевсене пурнăçлас пулсассăн, выльăх апачĕ туса илнĕ çĕрте çирĕп технологине пăхăнса ĕçлемелле, ăратлăха лайăхлатмалла, кадрсемпе ĕçлессине те тĕп вырăна хумалла.

Программăра кăтартнă тăрăх, хуçалăхсенче энерги ресурсĕсене перекетлес тĕлĕшпе, ĕнесене витесенче кăкармасăр пăхса усрама тытăнмалла. Çавăн пекех сăвассине уйрăм залсенче йĕркелеме палăртнă. Ку тĕлĕшпе «Елочка» тата Тандем» установкăсемпе, çуллахи вăхăтра лагерьсенче УДС-3Б агрегатсемпе усă курма йышăннă. Ку çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе паянхи куна «Кольцовка» агрофирма, «ФАВН» хуçалăх тимлеççĕ. Кăçалхи çул хуçалăхсенче Данири фирма кăларакан «SAC» сĕт сумалли оборудованисем вырнаçтарма пăхнă. Паллах, выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла хăвăрт утăмсемпе аталантарас пулсассăн выльăх кĕтĕвне çĕнетмелле. Çакă хуçалăхсенче тупăшлă ĕçлемелли тĕп çăлкуç. Ăратлăха лайăхлатма патшалăх енчен пулăшма палăртнă чухне тĕрлĕрен кредит ресурсĕсемпе усă курмалла. Вара аш-какай, сĕт ытларах туса илсе сутассине çĕнĕлле йĕркелесен ял çыннин пурнăç шайĕ те ÿсĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться
;