Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Бизнес-планпа - çăмăллатнă кредит

«Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проекчĕ ял хуçалăх бизнесне аталантармалли çĕнĕ çул-йĕрсене уçса парать. Ун тăрăх техника, оборудовани тата выльăх-чĕрлĕх туянма çăмăллатнă кредитсем илме май пурри уйрăмах меллĕ.

Анчах банка кайиччен предприяти пуçлăхĕн малтанах хуçалăхри лару-тăрăва хакламалла, çавăн пекех малашнехи аталанăвăн планне витĕр курса тăмалла. Бизнес-плансем çуккиех тата вĕсене хатĕрлеме пĕлменниех нумай хуçалăх ертÿçине кредит илме банка кайма чарать.

Чăваш Республикинчи «Агро-инновацисем» унитарлă предприяти специалисчĕсем республикăри чылай пысăк предприятие бизнес-плансем хатĕрлеме пулăшнă. Вĕсем вара питех ăнăçлă пулса тухнă. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи кредит организацине хăйĕн бизнес-проектне тăратнă та ĕнтĕ. Унта сысна ĕрчетес ĕçе аталантарассине пысăк вырăн уйăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться
;