Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш ен первенствинче

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăсталăх туптакан хĕрачасемпе каччăсем черетлĕ ăмăртура каллех чи вăйлисен йышне кĕме пултарнă.

1989-1990 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем хушшинче иртнĕ Чăваш ен первенствинче поселокри 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ирина Львовапа Людмила Николаева пĕрремĕш вырăн йышăннă. Призерсен шутĕнче çавăн пекех - çак шкултах вĕренекен Сергей Львов, Дима Авдеев, Елена Сладкова, 1-мĕш вăтам шкулта Руслан Павлов, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Петр Николаев.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться
;