Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи лайăх класс ертÿçине палăртаççĕ

Вĕрентÿ ĕçченĕн ĕçĕн сумне ÿстерес, мал опыта ыттисем хушшинче сарас тĕллевпе республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче, çав шутра пирĕн районта та, çулсеренех тĕрлĕ конкурссем йĕркелеççĕ. «Çулталăкри чи лайăх шкул», «Çулталăкри чи лайăх учитель», «Çулталăкри чи лайăх вожатăй»... – кусем хăш-пĕр конкурссем кăна-ха. Раççей Президенчĕн премине, Чăваш ен Президенчĕн грантне çĕнсе илессипе ку çултан пуçласа иртекен конкурс та чи ăста вĕрентекене тупса палăртма май парать.

Çак кунсенче кăна республикăра  тепĕр çĕнĕ конкурс «Çулталăкри чи лайăх класс ертÿçи – 2006» старт илчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ ку енĕпе ятарлă хушу тунă та ĕнтĕ, ăна йĕркелесе ирттерес положение çирĕплетнĕ.

Район шайĕнче конкурс январĕн 27 – февралĕн 27-мĕшĕсенче иртет. Малтанах чи лайăх класс руководительне шкулсенче палăртаççĕ, хыççăнах вĕсем районта тупăшаççĕ. Юлашкинчен чи лайăххисене суйласа илсе республикăна тăратаççĕ. Чăваш енри чи пултаруллă пилĕк класс руководителĕ вара «Чăваш ен» фончĕн грантне тивĕçĕ.

Çакнашкал конкурс ирттернин пĕлтерĕшĕ питех те сумлă. Вăл творчествăлла ĕçлекен класс ертÿçине тупса палăртса хавхалантарма, професси ăсталăхне ÿстерме условисем туса пама, паха опытпа ыттисем хушшинче сарма, класс ертÿçин ĕçĕн сумне ÿстерме май парать. Пĕрремĕш конкурсантсем паллă та ĕнтĕ. Вĕсем: Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Николаевна Горбунова тата Санарпуçĕнчи вăтам шкулти 4-мĕш класс ертÿçи Надежда Леонидовна Ильина. Çак педагогсем иккĕшĕ те ачасене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парассипе чылай çул хушши ĕçлеççĕ.

Сăмах май çакна та каласа хăвармалла: Раççей Федерацийĕн Правительстви класс ертÿçисене хавхалантарас тĕллевпе кăçалтан учительсене класс яваплăхĕшĕн уйăхсерен хушма укçа тÿлеме йышăннă. Хула шкулĕсенче класра 25 ачаран, ял шкулĕсенче класра 14 ачаран кая мар пулсан укçа хисепĕ 1000 тенкĕпе танлашать. Ача шучĕ çак хисепрен сахалтарах пулсан вара, тÿлеве вĕренекенсен шутне кура палăртаççĕ: хула шкулĕсенче пĕр вĕренекеншĕн – 40 тенкĕ, ял шкулĕсенче – 71 тенкĕ те 43 пус. Федераци бюджетĕнчен хушма тÿлев валли 2006 çулта 79560 пин тенкĕ уйăрнă.

Нумаях пулмасть çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ республикăри шкулсене класс руководителĕшĕн уйăхсерен укçа тÿлеме 2006 çулта республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрмалли правилăсене палăртма йышăну тунă, класс руководителĕсене тивĕçекен хушма тÿлев виçисемпе, ăна памалли условисене çирĕплетнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться
;