Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чиркĕве çĕклеме халăх пулăшăвĕ кирлех!

Этем Турă пулăшнипе ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывалма, телей тупма пултарать. Турă пире яланах чĕртекен вăй парса тăрать. Анчах чун-чĕрепе тасалас тесен, Турра таса туйăмпа ĕненмелле. Турра юратни вăл – тĕллев. Ирсĕр туйăмсемпе кĕрешни - çул. Кĕлĕ – Турă патне илсе пыракан вăй.

Пирĕн йăх-несĕлсем пиншер çул Православи тĕнне ĕненсе пурăннă. Вăл çынсене йăнăш çул çине тăрасран сыхланă, хăйĕн сăнĕпе, чан сассипе Турă саккунĕпе пурăнмаллине аса илтернĕ.

Паян Раççей Патшалăхĕн тĕрлĕ шайри ертÿçисем час-часах çыннăн ăс-хакăл, этеплĕх тĕлĕшĕнчен çĕнелсе улшăнмалли, çак ене аталантармалли çинчен калаççĕ. Акă, Чăваш ен ертÿçи те кăçалхи çула Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ тесе йышăнчĕ. Унăн тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ, вĕсем çыннăн ăс-хакăлпа этеплĕх пуянлăхне çирĕплетессипе, граждансен паха пурнăçне тивĕçтерекен сывлăх тата йăла культурине йĕркелессипе, духовенствăн тата ыр кăмăллăх фончĕсен çынсене ăс-хакăл çутлăхне, этеплĕх воспитанине парас енĕпе тăвакан ĕçне вăйлатассипе çыхăннă. «Çынсен шухăшлавне улăштармасăр, ăс-хакăлне упраса хăвармасăр тата ăна ÿстерсе пымасăр, вĕсен ăс-хакăл ÿсĕмĕсĕр пурлăх енĕпе малалла пысăк çитĕнÿсем тума çук! ...Çакна ăнланса илмесен цивилизаци пĕтесси патне илсе çитерме пултарать»,- тенĕ Николай Федоров Патшалăх Канашне янă «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» Çырăвĕнче. Паллах, ăс-хакăл чĕрĕлĕве компьютеризаципе, газификаципе, строительство аталанăвĕпе кăна çыхăнман, вĕсем çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ пулин те. Духовенство центрĕсем – чиркÿсем – туса хуни кăна çак тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртме май парĕ. Ĕненÿ - ăс-хакăлăн курăмлă пайĕ. Турра асра тытни, хамăрăн ĕçсене унран ырлăх ыйтса пурнăçлани кирек хăçан та пархатарлăх кÿрет...

Çак калаçăва паян эпĕ ахальтен пуçармарăм. Вăл ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕ хыççăн çуралчĕ. Унта сăмах шăпах çынсене чун-чĕрепе тасалма пултаракан сăваплă çурта – Вăрнар  чиркĕвне - çĕклесе пĕтерсе хута ярасси пирки пычĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Вăрнарти Асап тÿснĕ Çветтуй тата Çĕнтерÿçĕ таса Георги чиркĕвне чылай çул çĕкленекен çуртсен шутне кĕртнĕ. Çĕре Дмитрий атте ĕçленĕ чухнех уйăрса панă. Ĕçе çак лаптăка сăвапланă хыççăн, 1997 çулта, пуçăннă. Ырă ĕçе нимелле районĕпех кÿлĕннĕ. Анчах лав темшĕн «чăхăмлама» тытăннă. Çак вăхăтрах вара Калининăра хитре те хăтлă чиркÿ çĕкленсе ларчĕ, Хапăсра кивĕ чиркÿ çуртне юсаса çĕнетрĕç. Вăрнар чиркĕвне вара мĕншĕн халĕ те çĕклесе пĕтерсе хута яраймаççĕ; Мĕн сăлтавпа-ши;

Çак ыйту район администрацийĕн пуçлăхне А.Кузьмина та канăç памасть. Чиркÿ çĕклес сăваплă ĕçе вăл ырă витĕм кÿме палăртни – чăннипех те пысăк пархатар. Вăл ларăва пухăннисене – район активне, поселокри урамсен, çуртсен комитечĕсен председателĕсене, предприяти-организацисен пуçлăхĕсене – строительство ĕçĕсене вĕçлеме укçа-тенкĕ енчен пулăшма чĕнсе каларĕ. Район администрацийĕн ĕçченĕсем ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартнă та ĕнтĕ - çак кунсенче ятарлă счет çине 22 пин тенкĕ куçарнă. Укçа-тенкĕпе пулăшакансен шутĕнче ырă чĕреллĕ ытти пуçлăхсем те пур: хутăш препаратсен завочĕ 46 пин, чăх-чĕппе инкубатор станцийĕ 10 пин тенкĕ панă. Çавăн пекех чиркĕве çĕклес пĕрлехи енчĕке аш-какай комбиначĕ, «Вурнарская» МСО» организаци, «Март» тулли мар яваплă общество, «Шанс», «Вурнарыдорстрой», йывăç комбиначĕ, С.Флегентов уйрăм предприниматель, поселокри ача сачĕсем тата шкулсем, районти тĕп библиотека, ача-пăча пултарулăх çурчĕ тата ыттисем те сумлă тÿпе хывнă.

Çак кунах район пуçлăхĕ А.Кузьмин «Ырă туни ырăпах таврăнать» ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Строительство ĕçĕсене вĕçлеме унта кашниех витĕм кÿме, укçа-тенкĕпе пулăшма пултарать. Пулин, укçа хисепĕ ытлашши пысăк та ан пултăр, анчах вăл ĕçе хăвăртлатма май парĕ.

Паянхи кун кунта строительство ĕçĕсене «Вурнарская» МСО» организаци пурнăçлать. Халĕ ĕçсем чан çакмалли тăрă патне хăпармалли картлашкана тăвас енĕпе пыраççĕ. Организаци ертÿçи И.Сандомиров малтанах хуçалăх çурчĕсене тăрăласси çинче чарăнса тăчĕ. Ĕçсем вăраха кайнăран, вĕсен стенисем çурăлма, ишĕлме пуçланă. Çавăн пекех вăл малашнехи ĕçсен графикĕпе паллаштарчĕ.

Александр атте, Е.Яковлев староста чиркĕве çĕклеме куçарнă укçа-тенкĕне епле расхутланине цифрăсемпе çирĕплетрĕç, мĕнпур çынна сăваплă ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕç.

Çак чиркÿ Вăрнар поселокĕн илемлĕ вырăнĕсенчен пĕри, чăн-чăн ахахĕ пулса тăрĕ. Çавăнпа та ăна хăвăртрах туса пĕтерсе хута ярас ĕçре кашни çыннăн тÿпи витĕмлĕ палăртăр!



"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться
;