Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уйăхлăх иртнĕ

Республикăри çулсем çинче ачасем хутшăннипе пулнă инкек-синкексен шучĕ ÿснĕ пирки тата вĕрентÿ заведенийĕсенче Çĕнĕ çул уявне халалланă мероприятисем йĕркеленĕ май 2005 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа 2006 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен çул-йĕр хăрушсăрлăх уйăхлăхне ирттернĕ.

Çак тапхăрта çул-йĕрпе патруль службин сотрудникĕсемпе шалти ĕçсен районти пайĕн çула çитмен ачасемпе тимлекен уйрăмĕн инспекторĕсем районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакан ачасемпе тĕл пулса калаçусем йĕркеленĕ. Çавăн пекех ГИБДД уйрăмĕнче вăй хуракансем поселок урамĕсемпе çулсем çинче çуран çÿрекенсем çинчен пĕлтерекен çул-йĕр знакĕсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться
;