Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район пуçлăхĕн грантне çирĕплетнĕ

Раççей Президенчĕн премине тата Чăваш ен Президенчĕн грантне çĕнсе илмешкĕн йĕркеленĕ конкурса районти вĕрентÿ ĕçченĕсем тата шкулсем те хутшăнма кăмăл тунине хаçатăн иртнĕ номерĕсенче пĕлтернĕччĕ. Халĕ вара вĕсем хăйсен ĕçĕнчи пултарулăхне çакăн евĕр тепĕр конкурсра тĕрĕслеме пултарĕç.

Çак кунсенче кăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин районти вĕрентÿ тытăмĕн  инноваци, ăс-хакăл тата пултарулăх вăй-хăватне аталантарас тата пулăшас тĕллевпе ятарлă йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн виçĕ педагог валли 5-шер пин, пĕр вĕрентÿ учрежденийĕ валли 10 пин тенкĕлĕх грант çирĕплетнĕ. Вĕсене çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕç аталанăвне пысăк тÿпе хывакан, мал опыт кăтартакан чи маттур вĕрентекенсем, чи лайăх шкулсем тивĕçĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2006
00:00
Поделиться
;