Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар кĕрешÿçисем – каллех малтисем

Шăмат кун Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕн, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Владимир Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри уçă турнир иртнĕ. Унта чылай сумлă хăна хутшăнăн, вăл шутра – РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.семенов, Раççей Геройĕ Н.Гаврилов генерал майор, 4 хутчен тĕнче чемпионĕ С.Корнилаев тата ыт.те. Хăнасен йышĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников та пулнă.

Кавир çине Чăваш ен кĕрешÿ-исемпе пĕрле Мускав, Ульяновск, Хусан спортсменĕсем те тухнă. Вăрнар кĕрешÿçисем ку ăмăртура та лайăх результатсем кăтартма пултарнă.

Хăйĕн виçе категорийĕнче Ирина Данилова Раççей спорт мастерĕ – ылтăн призер пулса тăнă. Ăна пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн тата спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн хаклă парнепе чысланă.

Çавăн пекех харпăр хăй виçе категорийĕнче Ирина Львова, Иван Сладков, Денис Павлов – иккĕмĕш, Дима Авдеев виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Çамрăк спорстменсем, çавăн пекех тренерсем те, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Владислав Григорьевич Львова – ăмăртăва тухса çÿреме кашнинчех май туса панăшăн чĕререн тав тăваççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2006
00:00
Поделиться
;