Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çур акине хатĕрленеççĕ

Çур акине минераллă удобренисемпе усă курса ирттерни, вăрлăха им-çамласа акни тухăçа ÿстерет.

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи çĕр пулăхлăхне ÿстерес тĕлĕшпе 678 тонна хутăшла удобрени, 420 тонна аммиак селитри туяннă. Ку предприяти районти ял хуçалăх производство кооперативĕсене те удобренисемпе тивĕçтерме тăрăшать. Хальлĕхе «Янгорчино» хуçалăх аш-какай комбинатĕнчен – 64,8 тонна минераллă удобрени, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ – 48,8, «Знамя» - 48, «Броневик» - 40, «Победа» - 30 тонна туяннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2006
00:00
Поделиться
;