Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи пысăк предприятисен шутĕнче

Иртнĕ çул çĕр ĕçченĕ ял хуçалăх çулталăкне япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Республикипе илсен çĕр улми юлашки 15 çулта чи пысăк тухăç - 162 центнер – панă. Пирĕн районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче те «иккĕмĕш çăкăр» ăнса çитĕннĕ, ял çынни пĕр гектартан вăтамран 169 центнер çĕр улми туса илнĕ.

Информатикăпа тата аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен А.Никонов ячĕллĕ Пĕтĕм Раççей институчĕ аграри реформисене пурнăçлама тата яла аталантарма пулăшакан Фондпа пĕрле 2002-2004 çулсенче хуçалăхсенче çĕр улми туса илессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн районти «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕ ку енĕпе Раççейри чи пысăк 100 предприяти шутне кĕнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçлăхĕпе (322,6 центнер) çĕрпелсем 28-мĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2006
00:00
Поделиться
;