Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Раççей йĕлтюр йĕрĕ – 2006»

Çак ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спорт уявне вăрнарсем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ун йĕркипе хамăр район территорийĕнче ăмăртусем йĕркелерĕç. Вырсарни кун вара вĕсене республикăри ытти районсенчи йĕлтĕрçĕсемпе тĕп ăмăртура спорт илчĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2006» старта вăрнарсен 150 йĕлтĕри хутшăнма кăмăл тунă, пĕлтĕр çĕрĕнччĕ.

Ăмăрту VIP-чупуран пуçланнă, унта министерсем, район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен пуçлăхĕсем старт  илнĕ. Ку ушкăнра район чысне район администарцийĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов хÿтĕленĕ, финиша пиллĕкмĕш çитнĕ.

Хыççăнах эстафетăна шкул ачисем йышăннă. Пирĕн районтан унта Ярмушкари, Калининăри, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш, Хапăсри, Хăмăшри тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăннă. 3 километрлă дистанцире Екатерина Логачева вуннăмĕш, Владимир Политов çиччĕмĕш пулнă.

Унтан йĕлтĕр йĕрĕ çине студентсем, спорта кăмăллакансем, ветерансем тăнă. Ку ушкăнра та пирĕн спортсменсем вунă ч вăйлă йĕтĕрçĕсен шутне кĕме пултарнă. 10 километрлă дистанцире Василий Владимиров 4-мĕш, Дмитрий Герасимов 6-мĕш, Галина павлова 4-мĕш пулнă.

Хĕрарăмсем хушшинче вара Эльвира чугунована çитекенни пулман, вăл çак дистанцирех финиша пĕрремĕш çитнĕ, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, йĕлтĕр тата Кубок çĕнсе илнĕ. Анастасия Архипова виççĕмĕш пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 февраля 2006
00:00
Поделиться
;