Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашни ял тăрăхне - компьютер

 

Вăрнар район администрацийĕ - халăх йышлă пурăнакан территорисенчен пĕри. Кунта 40 пин те 679 çын пурăнать, çавна пула тĕрлĕ справка çырасси, документсем хатĕрлесси çăмăлах мар. Компьютерпа усă курни вара вăхăта перекетлет, ĕçе çăмăллатать. Вырăнти хăй тытăмлăх реформисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районти 18 ял тăрăхне тата Вăрнар хула тăрăхне компьютер техникин çĕнĕ йышши пуххисемпе тивĕçтернĕ. Çакă вăл çынсемпе хуçалăхсем çинчен калакан информацие пĕтĕмпех компьютера вырнаçтарма май парать.

Интернет-ресурссемпе усă курни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл - малалла аталанмалли никĕс. Çавăнпа район администрацийĕн информатизаци пайĕн специалисчĕсем ял тăрăхĕсене Интернет сечĕпе çыхăнтарассипе тимлеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2006
00:00
Поделиться
;