Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пултаруллă хĕрсем çитĕнеççĕ

 
Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансем кăна мар, культура ĕçченĕсем те тимлеççĕ. Акă, Роза Геннадьевна Кожанова Мăньял Хапăс библиотекинче ĕçлеме тытăннăранпа вăхăт нумай иртмерĕ пулин те, шанса панă ĕçе вăл пĕтĕм чун-чĕререн кÿленни яр уççăнах курăнать. Тăрăшуллă библиотекарь ачасемпе яш-кĕрĕмсене явăçтарса вулакансен конференцийĕсене кăна мар, вĕсен творчествăлла пултарулăхне аталантарма тĕрлĕрен мероприятисем те йĕркелет.
Роза Геннадьевна нумаях пулмасть «Ял пики» конкурс ирттерчĕ. Унта Хапăс вăтам шкулĕнчи 9-11 классенче вĕренекен хĕр упраçсем хутшăнчĕç. «Ял пики» ята çĕнсе илессишĕн тупăшакансем сцена çинче хăйсене ирĕклĕ тытрĕç. Юрă юрлас, ташă ташлас, сăвва палăртуллă вулас тĕлĕшпе профессионал артистран кая мар пулчĕç. Тата тутлă апат-çимĕç пĕçерме те ăста иккен вĕсем! Залра ларакансем хĕрсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарсах тăчĕç.
Конкурсăн пур тапхăрĕнче те хĕрсем анлă тавракурăмлă, пултаруллă пулни курăнчĕ. Анчах та кашни конкурсрах çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Жюри пĕтĕмлетнĕ тăрăх, чи нумай балл пухса «Ял пики» ята Оксана Гусева тивĕçрĕ. Ыти хĕрсем вара çак номинацисенче палăрчĕç: «Чи элегантлă мисс» - Света Емельянова, «Чи илемлĕ пÿ-силлĕ мисс» - Катя Петрова, «Чи илĕртÿллĕ мисс» - Лиза Ордякова, «Ытарайми мисс» - Алена Ефремова, «Чи çепĕç мисс» - Катя Дубровина


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2006
00:00
Поделиться
;