Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăçламалли ĕçсем чылай

       Юн кун районта иртнĕ Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерствин кунĕнче калаçу, тĕпрен илсен, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусем тавра пычĕ. Информаци ушкăнĕ  М.Янковский тата С.Банюк министр заместителĕсем, патшалăхăн ведомствисем тулашĕнчи экспертиза управленийĕн пуçлăхĕ Н.Баскаков, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çурт-йĕр реформин управленийĕн пуçлăхĕ С.Глотов, автомобиль çул-йĕр управленийĕн пуçлăхĕ В.Атрохов, хула строительствин, архитектура тата строительство управленийĕн пуçлăхĕ Г.Димитрова – район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Кузьминпа тата районти строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕр организацийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле Ярмушкари тата поселокри строительство объекчĕсенче пулчĕç, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, шкул, клуб директорĕсемпе, ял çыннисемпе ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.
Ĕçлĕ ушкăн малтанах Ярмушкапа Кивçурт Мăрат ялĕсем çумĕпе юхса иртекен Мăн Çавал урлă хывма пуçланă кĕпер патĕнче пулчĕ. Ăна 17 çул каяллах тума тытăннă ĕнтĕ, анчах «лавĕ» вырăнтан ытлашши тапранайман. Каплах пулсан конструкцисем çĕрĕшсе юрăхсăра тухасси те часах. Ял поселенийĕ хăйĕн вăйĕпех строительство ĕçĕсене ниепле те вĕçне çитереймĕ. Министерство представителĕсем ĕçе хăвăртлатас ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ хурав пама шантарчĕç. Çавăн пекех вĕсем Авшак Элмен тата Пуканкасси ялĕсенче çул сарас ыйтусене сÿтсе яврĕç, Ярмушкари пĕтĕмĕшле практика врач офисне çитсе курчĕç. Хыççăнах информаци ушкăнĕ Ярмушкари культура çуртне куçрĕ.
Ку хутĕнче Министерство кунне Ярмушка ял тăрăхĕнче йĕркелени ăнсăртран мар. Кунта обществăлла инфраструктурăна аталантарассипе курăмлă ĕçлеççĕ. Вĕрентÿ пахалăхне, сывлăх сыхлавĕн пулăшăвне ÿстересси, халăха массăллă спорта анлăн явăçтарасси, çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшасси – тĕп вырăнта. Юлашкинче кĕскен уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Иртнĕ çул кăна кунти вунпĕр çемье çурт-йĕр çавăрма патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидине илме пултарнă, кăçалхи списокра – тăхăр çемье. Çавăн пекех икĕ çемье ипотека кредичĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Сорокин хăйсен территоринче вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем Президент Указĕсене епле пурнăçа кĕртсе пынипе, ку енĕпе халăхпа епле ĕçленипе паллаштарчĕ. Çивĕч ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ, вĕсен шутĕнче - çур акине хатĕрленсе ирттересси, çĕнĕ çулсем тăвасси, вĕсене юсасси-тытса тăрасси тата ыт.те.
Республикăн Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ М.Янковский «Ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕ çинчен» тата «Чăваш Республикин чăн экономика секторне хушма инвестицисем явăçтарма тăнăç условисем туса парас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» калакан Указсенчи тĕп çул-йĕрсемпе тата республикăн экономикипе общество инфраструктурине аталантармалли, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстермелли тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Тĕп калаçу вара ытларах «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проектне пурнăçа кĕртмелли ĕçсем тавра пычĕ. Министр çумĕ ку енĕпе ятарлă положени çирĕплетнине, хăшпĕр районсем çĕнĕ объектсем тăвассипе сĕнÿсем тăратнине пĕлтерчĕ.
Çурт-йĕр хута ярассипе Вăрнар районĕ ырă тĕслĕхлисен шутĕнче пулнине палăртрĕ министр çумĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, мĕнпур çăлкуçри укçа-тенкĕпе усă курса 29320 тăваткал метр çурт-хваттер хута янă, кăçал вара ун калăпăшне 33 пин тăваткал метра çитерме планланă. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 112 процент ÿсĕмлĕрех.
Çавăн пекех ларура министерство представителĕсем çамрăк специалистсене ялта сыхласа хăварас тĕлĕшпе йышăннă программăсем епле ĕçлени, çамрăк çемьесене кредит илме çăмăллăхсем туса пани, халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, автомобиль çулĕсем тăвасси, вĕсене тытса тăрасси, юсасси, халăх пурăнакан вырăнсене аталантарасси тата ытти пирки калаçрĕç.
Хыççăнах  информаци ушкăнĕ тăватă пая уйрăлса çул-йĕр, строительство, пурăнмалли çурт-йĕр организацийĕсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.
М.Янковский министр çумĕ район пуçлăхĕпе тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе В.Свешниковпа пĕрле Вăрнарти Зеленăй тăкăрлăкра «Вурнарская» МСО» çĕклекен 39 хваттерлĕ çуртăн, шыв хранилищин объекчĕсенче пулчĕç, чукун çул вокзалне реконструкцилессипе тата бассейн тăвассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2006
00:00
Поделиться
;