Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спектакльпе савăнтараççĕ

 
Лидия Михайлова, хăй ĕçлеме пуçларăнпа, Уйкас Кипекри культура çуртне чăннипех те çĕн вăркăш илсе килчĕ. Ял çыннин пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕлĕшпе  пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ тĕрлĕ емроприятисем йĕркелет вăл, вĕсене çулсеренех çĕнетсе пыма тăрăшать.
Çакна та каласа хăвармалла: малтанхи çулсенче клуб стенисем пуш-пушахчĕ, Я.Михайлова тăрăшнипех халĕ вĕсем тĕрлĕ стендсемпе, альбомсемпе пуянланчĕç, вăл шутра – хамăр ентеше, Совет Союзĕн Геройне С.И.Илларионова, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, воин-интернационалистсене халалланă стена хаçачĕсем тата ыт.те.
Л.Михайлова тунă тепĕр ырă пуçару вăл – драма кружокне йĕркелени. Кашни çулах ĕнтĕ ял артисчĕсем  спектакльсемпе Уйкас Кипек çыннисене кăна мар. Кÿршĕ ялсене те савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть, акă, вĕсем Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпçăнмасть» икĕ пайлă камитпе Вăрман Кипек, Çĕн Сăрьел, Кивçурт Енĕш ялĕсенче пулнă. Артистсене - Лидия Михайлова (Кулине), Фаина Андреева (Çинук), Оля Петрова (Анюта), Андрей Егоров (Тимуш), Мария Ижелеева ( Марк Маркович) – пур çĕрте те тăвăллăн кĕтсе илнĕ, вĕсен сцена çинчи пултарулăхне пысăка хурса хакланă.
Çывăх вăхăтра ачасен драма ушкăнĕ те сцена çине çĕнĕ                          юмахпа тухма хатĕрленет. Иртнĕ çул вĕсем те спектакльпе тĕрлĕ ялсене тухса çÿреме пултарнă.
Уйкас Кипекри культура çурчĕн директорĕ Лидия Михайлова – чăннипех те культурăна чĕртессишĕн чунтан хыпса çунакан çын. Ĕçсĕр ларма пултараймасть, темле йывăр пулсан та малаллах талпăнать вăл. Районĕн культура пурнăçне аталантарасси пысăк тÿпе хывнăшăн иртнĕ çул культура пайĕ уйкас-кипексене 6 пин преми парса хавхалантарнăччĕ. Çак укçапа вĕсем музыка центрĕ, каярахпа купăс туянма пултарнă. Пысăк пулăшушăн Я.Михайлова культура пайĕн  пуçлăхне Светлана Николаевна Журавлевана чĕререн тав тăвать.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2006
00:00
Поделиться
;