Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ялхуçалăх специалисчĕсем вĕренеççĕ.

 
            Вĕренни никама та сиен кÿмест теççĕ. Мĕн чухлĕ вĕренетĕн, çĕнĕлĕхсем шыратăн, çавăн чухлĕ ĕçре те çăмăлрах, ÿсĕмсем тума та май пур. Ытти сферăсенчи пекех, ялхуçалăх ĕçĕнче те ку сăмахсен тĕрĕслĕхĕ çирĕпленет. Ăста ертÿçĕ, пысăк пĕлÿллĕ специалистсем пулсан кăна хуçалăх аталану çулĕ çине тăрĕ. Çакна ăнланса çĕр ĕçченĕсен тăтăшах хăйсен пĕлĕвне ÿстерсе, тавракурăмне анлăлатса пымалла, паянхи кун ыйтакан çĕнĕлĕхсемпе паллашса ĕçре анлăн усă курмалла.
Акă, çак кунсенче Вăрнар районĕнче ялхуçалăх предприятисен специалисчĕсем валли «Республикăри çĕр ĕçĕнче ресурссене перекетлекен технологисене алла илесси» программăпа эрнелĕх вĕрентÿ ирттернĕ. Вĕрентекенсем агропромышленноç комплексĕнче тимлекен ертÿçĕсемпе специалистсен пĕлĕвне тата квалификацине ÿстерекен Чăваш институчĕн преподавателĕсем пулнă. Вĕренÿ вăхăтĕнче вĕсем тĕрлĕ ыйтусемпе - утă-улăма, сенажпа силоса çĕнĕ технологипе хатĕрлессипе, çĕрулми тата тыр-пулă туса илессинче энерги перекетлекен машинăсемпе усă курассипе, çĕр пахалăхне ÿстерессипе, хуçалăхсене техникăпа тивĕçтерессине аталантарассипе тата ытти пĕлтерĕшлĕ темăсемпе - занятисем ирттернĕ. Занятисем вĕçленсен агрономсемпе инженерсен пĕтĕмĕшле пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ.
Хальхи вăхăтра ялхуçалăх предприятийĕсемшĕн кирек мĕнле пулăшу хаклă. Çĕр ĕçĕнчи çĕнĕ меслетсене вăхăтра вĕренни те çывхаракан çуракине пахалăхлă ирттерме май парĕ. Анчах хăш-пĕр ертÿçĕсем çакна ăнланмаççĕ, специалистсене вĕрентĕве ямаççĕ. Ку енĕпе «Родник», «Гвардеец», «Маяк», «Правда», «Родина», «Юнтапа», «Агро-инвест» хуçалăхсене палăртмалла. «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Санар», «Агрохмель», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче вара пачах урăхла лару-тăру. Вĕсенчи специалистсем нихăш вĕрентÿрен те юлмаççĕ, çĕнĕлĕхсене активлă йышăнаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2006
00:00
Поделиться
;