Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Юрату каçĕ» - уявра

 
Нумаях пулмасть Уйкас-Явăшри культура çуртĕнче Çветтуй Валентин кунне халалласа «Юрату каçĕ» уяв иртрĕ.
Уява Е.Трофимова ертсе пычĕ. Вăл сцена çинчи хĕрсемпе каччăсен пултарулăхне, ăс-тăнне тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслерĕ. Вăйăсем хушшинче ялти çамрăксем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Жюри членĕсем - И.Васильева, П.Прокопьев, А.Казаков - конкурса хутшăннă çамрăксене çакăн пек хакларĕç: 1-мĕш вырăна Любовь Рубцова тата Георгий Артемьев çĕнсе илчĕç, 2-мĕш вырăна Людмила Михайлова, Андрей Петров тухрĕç, 3-мĕш вырăна Надежда Леонтьева, Сергей Васильев тата Татьяна Максимова, Александр Артемьев пайларĕç.
Юрату кунне халалланă уявпа явăшсем кăна мар, юнашар ялсенчен килнĕ хăнасем те кăмăллă юлчĕç, уяв килĕшни пирки пĕлтерчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2006
00:00
Поделиться
;