Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланнă

 
Нумаях пулмасть районти тĕп модельлĕ библиотека «Пушкин библиотеки» мегапроект урлă çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланнă. «Класс тулашĕнчи вулав» серинчи комплектра 130 кĕнеке, вĕсем – хальхи вăхăтри писательсен, публицистсен произведенийĕсем.
Искусство альбомĕсем, энциклопедисем, культурологи, маркетинг, мемуарсен, биографи сери кĕнекисем библиотека фончĕшĕн уйрăмах хаклă. Вĕсем шкул ачисен тавракурăмне анлăлатма, ăс-хакăлне ÿстерме май парĕç. Çак мегапроект йĕркипех библиотекăна çавăн пекех «Эрмитаж (Хĕвеланăç Европа искусстви)», «Раççей историйĕ. ХХ-мĕш ĕмĕр», «В.И.Дальăн ăнлантару словарĕ» CDROM-сем кÿрсе килнĕ. Вĕсем те хушма пĕлÿ процесĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ.
«Пушкин библиотеки» мегапроектăн тĕп тĕллевĕ – тĕрлĕ çĕршыв библиотекисене вырăсла çырнă экономика, право, гуманитари тата социаллă наукăсен, справочник тата энциклопеди изданийĕсемпе, ача-пăча тата илемлĕ литературăпа комплектлама пулăшасси, информаци пĕрлĕхне аталантарасси.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2006
00:00
Поделиться
;