Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Конференци иртнĕ

 
Нумаях пулмасть Вăрнарти 29-мĕш професси училищинчи 31-мĕш ушкăнра наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна хими предметне вĕрентекен Елена Артемьевна Михайловапа Галина Николаевна Приезжева библиотекарь хатĕрленсе йĕркеленĕ. Конференци теми – «Витаминсем тата минералсем».
Конференци тĕлне хими кабинетне тивĕçлипех хатĕрлесе çитернĕ, кĕнеке-журналсен, ÿкерчĕксен выставкине йĕркеленĕ. Ученăйсен витаминсемпе минералсем çинчен калакан каларăшĕсем те унта тивĕçлĕ вырăн йышăннă.
Конференцие савăнăçлă лару-тăрура Г.Приезжева уçнă. Е.Михайлова вĕрентекен тема çинчен кĕскен каласа панă, çын пурнăçĕнчи вĕсен витĕмлĕхне ăнлантарнă.
Вĕренекенсен доклачĕсем те кăсăклăхпа палăрнă. Темăна туллин уçса пама пултарнă вĕсем.  Тоня Зайкова, Света Алексеева, Иван Ильин, Эльза Сапожникова, Оксана Михайлова, Ирина Николаева, Лина Герасимова витаминсем, Настя Панькова, Оля Илларионова, Оксана Михайлова, Раиса Николаева, Лариса Николаева тата Ольга Степанова минералсем пирки каласа кăтартнă.
Конференци ĕçне ытти преподавательсем те хутшăннă. Директорăн воспитани тата теори вĕрентĕвĕ енĕпе ĕçлекен çумĕсем О.В.Яковлева тата Н.В.Бизяева, производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем З.И.Кузнецова, С.А.Аврамова, В.И.Панькова, Ю.А.Павлов, А.А.Иванова методист тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2006
00:00
Поделиться
;