Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕслев мĕн кăтартрĕ

 
Вăрнар район прокуратури 2005 çулхи ноябрь – декабрь уйăхĕсенче район администрацийĕ çумĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ граждансен пурăнмалли çурт-йĕр прависене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕ.
Çакă паллă пулчĕ. Çапла, 2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕпе «Вурнарский» тепловодоканал» предприяти муниципаллă заказа пурнăçлама – коммуналлă çуртсене ăшă энергийĕ парса тăма – килĕшÿ тунă. Килĕшĕвĕн 3-мĕш сыпăкĕнче ăшă энергийĕн пахалăх кăтартăвĕсене палăртнă: ЧР Минстройĕн 1999 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчи приказĕпе (2-мĕш №) килĕшÿллĕн, алăксемпе чÿречесене ăшă тытмалла тунă хваттерсенче ăшă 20 градус, кĕтесри пÿлĕмсенче 22 градус пулмалла. Çак килĕшÿ çумне хушса котельнăйсемпе çуртсем хушшинчи ăшă пăрăхĕсенче йĕркелемелли температура графикне тăратнă. Анчах çак температура графикĕ РФ Госстройĕ 2003 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă постановленипе (170-мĕш №) çирĕплетнĕ нормăсемпе килĕшсе тăмасть. Çапла, РФ Госстройĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн, ирĕкри сывлăш температури 0 градус чухне çурт патне каякан пăрăхри шыв температури 57 градус, каялла тухакан пăрăхри – 46 градус пулмалла. Çав вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕпе «Вурнарский» тепловодоканал» предприятин температура графикĕнче палăртнă тăрăх, ирĕкри сывлăш температури 0 градус чухне çурт патне каякан пăрăхри шыв температури 39 градус, каялла тухакан пăрăхри – 30 градус пулмалла тенĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ Вăрнар поселокĕнчи Строительнăй урамри 7-мĕш çурта ăшă парса тăрассипе хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине палăртнă. Çапла, 2005 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче тĕрĕслÿ ирттернĕ чухне çак çуртри Ф.Беломестных пурăнакан 24-мĕш хваттерте сывлăш температури 17,5 градус кăна пулнă, тĕрĕссипе, 20 градус кирлĕ. Асăннă çуртри 28-мĕш, 30-мĕш тата 31-мĕш хваттерсенче те температура режимĕ нормăна тивĕçтермен. 28-мĕш тата 30-мĕш хваттерсенче батарейăсем сивĕ пулнă.  Тĕрĕсленĕ вăхăтра çак хваттерсене ăшă пырса тăман.
Раççей Правительствин 1994 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи Постановленийĕпе (каярах кĕртнĕ улшăнусемпе) çирĕплетнĕ Коммуналлă çăмăллăхсем памалли правилăсемпе килĕшÿллĕн, пурнăçлаканăн потребителе коммуналлă çăмăллăхсене нормативсемпе стандартсем, санитари правилисемпе нормисем тата килĕшÿ условийĕсем ыйтнă пек тивĕçтермелле.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн администрацийĕ çÿлерех асăннă Правилăсен 4.1.1-мĕш статйине, 5.2.2-мĕш, 5.2.4-мĕш тата 5.2.6-мĕш пункчĕсене пăхăнман.
Тĕрĕслев итогĕсемпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ П.Иванов тĕлĕшпе РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 7.23-мĕш статйипе административлă ĕç пуçарнă, ăна пăхса тухма Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине тăратнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2006
00:00
Поделиться
;