Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çурхи тумлам»

Çак ятпа районти историпе краеведени музейĕнче выставка пырать. Унта Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренекенсен 47 ĕçĕ вырăн тупнă.

Çамрăк ÿнерçĕсем хушшинче хамăр ентешсем пуррине палăртма питех кăмăллă, вĕсем – Елена Есенцева, Татьяна Лукина, Лев Александров, Владимир Пелевин.

Тĕрлĕ жанрсемпе сăнланă хайлавсенче пурнăç вăй-хăвачĕ вăйлă палăрать. «Истори çын сăн-сăпатĕнче» серинче ÿкерсе кăтартнă ахаль çынсем те уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Акă, Кирилл Арсентьевăн «Пĕчченлĕх» картининчи шухăша путнă хĕрарăмăн, Александр Волковăн «Лайăххи çинчен шухăшла» ĕçĕнчи аквариум умне пухăннă арçын ачасен  сăнарĕсем, Юлия Терентьеван «Шăплăх», Вероника Кириллован «Мĕлкепе выляни», Владимир Григорьевăн «Ева садра» ÿкерчĕкĕсем пурне те шухăша яраççĕ, пурнăç, çын чун-чĕри çинчен шухăшлаттараççĕ.

Лев Александров, Антон Героев, Елена Есенцева, Ирина Денисова, Федор Дубровин, Никита Дубровин  хăйсен ĕçĕсенче çутçанталăк илемне тĕрлĕ сăрăсемпе сăнланă.

Выставкăн тепĕр интереслĕ пайĕ – Никита Дубровин çамрăк дизайнерăн ĕçĕсем. Пахча-çимĕç культурисене упрамалли упаковкăсем – акă мĕнлерех темăна суйласа илнĕ вăл. Пĕрре пăхсан ахаль пек туйăнакан, анчах кăткăс та тарăннăн шухăшламалли дизайн проекчĕпе Никита пĕлтĕр Мускавра студентсем хушшинче иртнĕ «Ылтăн апельсин – 2005» куравра кĕмĕл диплом çĕнсе илме пултарнă.

«Çурхи тумлам» курав мартăн 15-мĕшĕнчен пырать. Пурне те хапăлласа кĕтетпĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 марта 2006
00:00
Поделиться
;