Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ыррине упрасчĕ, аталантарасчĕ

Иртнĕ эрнере районти культура çуртĕнче «Хальхи вăхăтри культурăпа кану ĕç-хĕлĕнчи ал ĕç искусстви тата йăла промыслисем» темăпа клуб ĕçченĕсен семинарĕ иртнĕ. Тĕпрен илсен культработниксем ал ĕçĕсен искусствине сыхласа хăварасси, аталантарасси тата чĕртсе тăратасси пирки калаçнă.

Хальхи вăхăтра ялсенче ку енĕпе аталаннă çынсем сахалтарах, çавăн пекех вĕсем творчествăпа ытлашши интересленсех каймаççĕ. Паянхи куна районти культура çурчĕсем çумĕнче икĕ творчество лабораторийĕ кăна ĕçлет: Мăньял Хапăсра – керамика, Упнерте – музыка инструменчĕсен лабораторийĕсем. Кунсăр пуçне 18 ялта ÿнер искусствин, тăватă çĕрте халăх ал ĕç ăсталăхĕн кружокĕсем ĕçлеççĕ. Виçĕмçулхипе танлаштарсан, паллах, ÿсĕмсем пур: ÿнерçĕсен кружокĕ тăватă çĕрте уçăлнă.

Концертсем, фестиваль-конкурссем пĕр сăмахсăрах халăха творчествăлла аталанма пулăшаççĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Иртнĕ уйăхра, акă, районти культура çуртĕнче «Хавхаланса юрлать чĕре», «Пĕчĕк çеç путене», «Ташша яра пар» смотр-конкурссем иртнĕ. Вĕсенче 30 яхăн художество коллективĕ хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Семинар вăхăтĕнче район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн тĕп специалисчĕ С.Журавлева, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ М.Сурмина тата районти культура çурчĕн хормейстерĕ А.Евдокимова конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланă. Çĕнтерÿçĕсем зонăри тата республикăри фестивальсене хутшăнĕç.

Кружок-цекцисенче ал ăсталăхне, тавракурăма аталантарни, фестиваль-конкурссене хутшăнни çитĕнекен ăрăва та тĕрĕс çул тупма, ăс-хакăлпа тата чун-чĕрепе пуянланма пулăшать. Чи кирли - çамрăксене çак ĕçе явăçтарма пĕлни. Районти культура çурчĕн тĕп методисчĕ М.Самарова ялсенчи клубсенче ку енĕпе мĕнлерех ĕçлемеллине хускатнă, курăмлă ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 марта 2006
00:00
Поделиться
;