Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăн-чăн салтаксен тупăшăвĕ

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне уявласси Пăртас шкулĕнче тахçанах йăлана кĕнĕ. Кашни класс ăна хăйне евĕр паллă тăвать. 6-мĕшпе 8-мĕш классем кăçал вăйă-конкурс ирттерме шутларĕç.

8-мĕшĕнчи хĕрупраçсем, класс ертÿçи Елена Егоровна Рыжова пулăшнипе спорт элеменчĕсемлĕ интеллектуаллă брейн-ринг ирттерчĕç. Класри яшсене виçĕ ушкăна пайласа тупăштарчĕç. Кунта тĕрлĕ конкурс пулчĕ: интеллектуаллă ыйтусем çине хуравласси, спорт марафонĕ, тупмалли юмахсем, спорт эстафети тата ытти те. Ачасен асĕнче ташă конкурсĕ уйрăмах асра юлчĕ. «Дружба» ушкăнри Дима Иванов хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тыткăнлама пултарчĕ. Тупăшу вĕçĕнче «Караульные волки» ушкăнри Вова Васильев, Федя Иванов, Гриша Ишмейкин, Иван Спиридонов, Тимофей Кумаляков чи маттуррисем пулни палăрчĕ. Класри пикесем маттур яшсене уяв ячĕпе саламласа пĕчĕк парнесем тыттарчĕç.

6-мĕш класри арçын ачасем хушшинче Светлана Георгиевна Антонова «Ай-хай, ачасем!» конкурс ирттерме кăмăл турĕ. Пулăшаканĕсем, паллах, хĕр ачасем. Светлана Георгиевна хăйĕн класĕнчи арçын ачасем салтак пурнăçĕ çинчен мĕн пĕлнине хаклассипе çыхăнтарчĕ тупăшу йĕркине. Çавăнпа та ачасем салтака кайнă чухне мĕн-мĕн илмеллине «Тяжело в ученье, легко в бою» салат рецептне хатĕрлессипе хастар вăй хучĕç. Çав вăхăтрах пулас салтаксен çаврăнăçулăхне те хакларĕç, çавна май хĕр ачасене хăрах алăпа илемлĕ тутăрсем çыхтарчĕç.

Ачаш та илемлĕ сăмахсем калама кам маттур пулнине те палăртрĕç улттăмăшсем. Хăйне евĕр йĕркеленĕ ташă конкурсĕ вара ытла та путишле иртрĕ, пĕр-пĕринчен йăванса каймаллах кулчĕç ачасем. Кам курнă-тăр халиччен çын пуканпа, витрепе е швабрăпа ташланине;

Салтак калаçăвĕнче тĕл пулакан сăмахсен пĕлтерĕшĕсене те ăнлантарма пултарчĕç улттăмăш класри ачасем.

Пĕтĕмлетÿ тунă чухне никама та кÿренмелле ан пултăр тесе Светлана Гоергиевна конкурса тĕрлĕ критерисем тăрăх хаклама кăмăл турĕ. Çапла вара, кунта «Чăн-чăн салтаксем» те, «Пăхаттирсем» те, «Джентельменсем» те тупăнчĕç. Анчах та мĕн пур вăййа пĕтĕмлетсен Иван Антонов, Толя Сергеев, Саша Спиридонов, Антон Антонов пуринчен те хастар пулни палăрчĕ. Вăйă хыççăн туслă класа ертÿçĕ уяв сĕтелĕ хушшине пуçтарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2006
00:00
Поделиться
;