Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Панкрута тухасран мĕнле хăтăлмалла

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, «Правда» кооперативра отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ А.Борисов тата тĕп инженерĕ В.Никифоров хутшăнчĕç.

11 сехет тĕлнелле халăх майĕпен хуçалăх правленийĕне пуçтарăнса çитрĕ. Пухăва ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи В.А.Иванов уçрĕ, кун йĕркинче пăхса тухма палăртнă ыйтусемпе паллаштарчĕ. Унтан президиум суйларĕç. Пухăва малалла А.Н.Борисов йĕркелесе ертсе пычĕ. Вăл пĕрремĕш ыйтупа «Правда» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçине Владислав Алексеевич Иванова калаçма сăмах пачĕ. Вăл ял хуçалăх кооперативĕ 2005 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçленипе паллаштарчĕ. Калас пулать, хуçалăха аталану çулĕпе пырать теейместĕн. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем начар. Районта кашни гектар пуçне 18,9 центнер тĕш тырă, 172,8 центнер çĕр улми çитĕнтернĕ пулсан, калининăсен тыр-пул тухăçĕ 11,2 центнерпа, «иккĕмĕш çăкăрăн» - 42,6 центнерпа танлашнă. Ял хуçалăх культурисем япăх тухăç панăран кооператив кассине сахал укçа пырса кĕнĕ. Çавăнпа та саппас пайсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянма тата ĕç çыннисене укçа тÿлеме выльăхсене çитĕнсе çитмесĕрех аша панă. Çак сăлтава пула иртнĕ çул хуçалăхра ĕне выльăх йышĕ 40 пуçа яхăн чакнă, пăру сахал илнĕ.

Сĕт-çу ферминче тупăшлă ĕçлемеççĕ. Сĕт туса илесси, 2004 çулхипе танлаштарсан, 589 центнер чакнă. Дояркăсем пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 1583-шер килограмм кăна сĕт суса илнĕ. Çав вăхăтрах, сăмахран, çĕрпелсем – 5087-шер килограмм сунă.

Аш туса илес çĕрте те хуçалăхра 2005 çулта ÿсĕм туман. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 13 центнер аш туса илнĕ, виçĕмçул – 25,3 центнер пулнă. Самăртма хупнă выльăхсене ÿт хуштарассипе те сахал ĕçленĕ темелле. Ашлăх сутнисен чĕрĕ виçи 300 килограма та çитеймен. Çавăнпа-тăр выльăх пăхса çитĕнтерни, ял хуçалăх культурисем пекех, тупăш сахал панă.

Хуçалăхра йывăрлăхсем нумай. Кооперативăн тĕп агрономĕ В.Зайцев пухура сăмах илнĕ май, удобрени туянмалли, вăрлăха çĕнетмелли пирки калаçрĕ. «Пулăхсăр çĕр çинче япăх вăрлăх акса пысăк тухăç илеймĕн»,- терĕ вăл пăшăрханса. Анчах та укçа ăçтан тупмалла; Парăмсем, ав, ÿссех пыраççĕ. «Правда» кооперативăн ĕçченсене кăна 130 пин тенкĕ парса татмалла тата ытти парăмсем те пур.

Хуçалăх тĕрекĕ – аш-какай, сĕт ытларах туса илнинче. Çавăнпа та «Агропромышленность комплексне аталантарасси» приоритетлă наци проектĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕп вырăна кăларса тăратнă. Малта пыракан пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи фермăсенче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ пулсан «Правдăра» лару-тăру йывăртарах. Кунти фермăсенче транспортерсем йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ. Шартлама сивĕсенче витесенчи шыв пăрăхĕсем çурăлнăран ĕне выльăха шлангпа шăвараççĕ. Калас пулать, çынсене ĕçлеме лайăх условисем туса памасан вĕсен ĕçлес кăмăлĕ те пĕтет. Хуçалăхра, ав, дояркăсем, çавăн пекех ытти кадрсем те, çитмеççĕ. Пуррисем те пенси çулнелле çывхарса пыраççĕ. Вĕсем тивĕçлĕ канăва кайса пĕтсен хуçалăхра кам ĕçлĕ; Çак ыйту кооператив ертÿçине те хытă хумхантарать. «Правда» ял хуçалăх предприятийĕнче, акă, 2002-2004 çулсенче 90 çын ытла вăй хунă, пĕлтĕр вара – 62-ĕн кăна. Тепĕр тесен вăтам ĕç укçи районтинчен те сахал пулсан вăй питти çынсем хуçалăха ĕçлеме килессе шанчăк сахалтарах. Ал вăйĕ çитменренех ĕнтĕ кооперативра пăрусене çулсерен ял çыннисене договорпа вăхăтлăха усрама параççĕ. Паллах, выльăхсене пăхнăшăн вĕсене тырă, улăм параççĕ. Анчах та ревкомисси пухура отчет туса панă хыççăн хăш-пĕр ял çыннисем, уйрăмах кÿлхĕррисем, выльăхсене каялла тавăрса пама васкаманни палăрчĕ.

Пухура кооператив ертÿçи В.Иванов тата тĕп специалистсем туса панă ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем хыççăн çынсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем – тырă, утă-улăм валеçесси, командировкăшăн тÿлесси, çурт-йĕр лартасси тата ыт.те – чылай хускатрĕç. Ял çыннисен сăмахĕсенче тарăху та, пăшăрхану та палăрчĕ.

Чăн та, лару-тăру кооперативра кăткăс. Парăмсем ÿссех пыни çăмăллатнă кредит илме ура хурса пырать, малалла аталанма памасть. Панкрута тухас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ А.Борисов агрофирма тăвасси пирки сăмах пуçарчĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществипе пĕрлешсе ĕçлеме сĕнчĕ. Пухăва килнисем çакăнпа килĕшсе пурте алă çĕклерĕç.

Палăртмалла, «Правда» хуçалăх ĕçченĕсем отчетлă пухăва кăна мар, çĕнĕ хуçа суйлама та пуçтарăннă. Ку вăл Владислав Алексеевич Иванов ертÿçĕ должноçĕнче, тимлеме пуçланăранпа виçĕ çул çитнипе çыхăннă. Ĕç çыннисем хуçалăх ертÿçи пулма тăратнă тăватă кандидатурăна пăхса тухрĕç. Вăрттăн сасăланă хыççăн ял ĕçченĕсем «Правда» кооператив тилхепине тытса пыма В.А.Ивановах шанни курăнчĕ. Владислав Алексеевич кооператив членĕсене хăйне çак яваплă ĕçе иккĕмĕш хут шанса панăшăн тав турĕ, пĕрле килĕштерсе ĕçлесе хуçалăха ура çине тăратасси пирки каларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2006
00:00
Поделиться
;