Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паттăр салтака манмаççĕ

Иртнĕ эрнере спортăн çак тĕсĕпех Вăрман Кипекри вăтам шкулта та ăмăрту иртрĕ. Ăна Енĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чечен Республикинче контртеррор операцийĕ вăхăтĕнче пуçне хунă салтака Александр Кудрявцева халалларĕç.

Калас пулать, паттăр ячĕпе йĕркелекен йăла кĕнĕ турнир çулсеренех çÿллĕ шайра иртет. Кăçал унта пĕтĕмпе пилĕк команда хутшăнчĕ. Чи вăйлисем вара çаксем: пĕрремĕш вырăнта – ку тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хуламăрта пурăнакансен «Ангел» команди, иккĕмĕшĕнче – Канаш районĕнчи Шăхасан салинчи волейболистсем, виççĕмĕшĕнче – кĕçĕн-кипексем.

Мала тухнисене пурне те Хисеп грамотисемпе тата укçан парнепе чысларĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2006
00:00
Поделиться
;