Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пур ыйту та пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги кашни ларурах çивĕч те паян куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хускатать. Хальхинче кун йĕркине кĕртнисем те çывăх вăхăтра пурнăçламалли-татса памаллисен шутĕнче.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин йĕркелесе ертсе пычĕ, кашни ыйту таврах çивĕч калаçу пуçарчĕ.

«Ырă туни ырăпах таврăнать» ыр кăмăллăх акцийĕ Вăрнарти Асап тÿснĕ тата Таса çветтуй Георги чиркĕвне туса пĕтерсе хута ярас сăваплă ĕçе пĕчĕк мар тÿпе хыврĕ – акци пуçланнăранпа ятарлă счет çине сахал мар укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Предприяти-организацисем 306 пин те 600 тенкĕ куçарнă, поселокри урамсемпе çуртсен комитечĕсем халăхран 70 пин тенкĕне яхăн пухнă. Чи хастаррисене те палăртас килет. «Август» фирма, акă, 50 пин тенкĕ, хутăш препаратсен завочĕ – 20, аш-какай комбиначĕ – 20, Вăрнар райповĕ – 40, «Вурнарская» МСО» - 20, «Вăрнаргаз» филиалĕ 11 пин те 800 тенкĕ хывнă.

Ку пĕтĕмлетÿллĕ цифра мар. Хăшпĕр предприяти-организацисем укçа-тенкĕ куçарса паман-ха. Паллах, халăхран пухнă укçа мĕнпур ĕçе вĕçлеме çителĕксĕр, анчах вăл пĕчĕк мар пулăшу. Купола тата тăрăна витме кăна, акă, пĕр миллион та 600 пин, алăксемпе кантăксене тума 590 пин, урайсене сарма – 324 пин тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа та тухса калаçакансем – Александр атте, район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ И.Павлов, попечительство канашĕн председателĕ – хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников ниме ĕçне активлă хутшăнма ыйтрĕç. Çак чиркÿ Вăрнарăн чи сăваплă вырăнĕ пулĕ, унта кашни пырса çÿресе чун канлĕхне тупма пултарĕ. Эппин, ăна çĕклесе пĕтерсе хута ярас ĕçе кашни сумлă тÿпе хывтăр!

Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ăна тивĕçлипе хатĕрленсе ирттересси паян ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн тĕп вырăнта. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 12979 гектар çинче акма, çĕрулмине – 1308, пахча-çимĕçе – 110, выльăх кăшманне – 154, сахăр кăшманне – 25, хăмлана – 16 гектар çинче çитĕнтерме пăхнă.

Хуçалăхсенче вара çур акине еплерех хатĕрленеççĕ-ха; Ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов пĕлтернĕ тăрăх, акма хывса хăварнă 32022 центнер вăрлăхран 20151 центнерĕ кăна кондицие ларнă. «Санар» агрофирмăра, К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор», «Знамя», «Мураты» хуçалăхсенче вăрлăх акмалли стандарта тивĕçтерет. Санарпуçсемпе çавалкассен элита вăрлăхĕ сутмалăх та пур.

Çав вăхăтрах чылай хуçалăхра пахалăхлă вăрлăх акса-лартасси пирки ытлашшиех хыпăнмаççĕ курăнать. Нумайăшĕ çулсеренех шăтаслăхĕ пĕчĕк, таса мар, çум курăксен вăррипе вараланнă, сиенлĕ хурт-кăпшанкă сарăлнă вăрлăх акса çитĕнтернипех çырлахать. Ку, паллах, тухăçа та пĕчĕклетет. «Правда», «Искра», «Самолет» хуçалăхсенче, «Кольцовка» тата «Родник» агрофирмăсенче вăрлăх тасамарлăхĕпе кондицие лармасть. «Фавнра», «Новый путьре», ял хуçалăх техникумĕнче вара вăрлăх пачах çук.

«Иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне те хуçалăхсем çителĕклĕ хатĕрлесе хăварман. Лартма пĕтĕмпе 5116 тонна кирлĕ пулсан, паян пусăсенче 3005 тонна кăна. «Санар» агрофирмăра çĕр улми вăрлăхне планран икĕ хут ытларах (852 тонна), «Янгорчино», К.Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Хорнзор», «Гвардеец», «Броневик» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсем çителĕклĕ хывса хăварнă пулсан, «Абызово», «Фавн», «МТС» хуçалăхсенче, ял хуçалăх техникумĕнче ăна пачах хатĕрлемен.

Хуçалăх кал-кал аталанса пырасси чи малтан мĕн пур йывăр ĕçе хăйсем çине илекен «хурçă утсенчен» килет. Саплăк çине саплăк лартнă техникăпа малалла каяймăн. Çакна тĕпе хурса хăшпĕр хуçалăхсем машина-трактор паркне çĕнетме тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул, акă, «Янгорчино», «Мураты», аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн, «Санар», «Победа», «Родник», «Хорнзор» хуçалăхсен паркĕсем çĕнĕ техникăпа пуянланнă. Çапах та районĕпе пĕтĕмĕшле илсен ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлесси йывăр лару-тăрура. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, тракторсен шучĕ 76 единица чакнă, паян вĕсем пĕтĕмпе 382. Юсавлăхне илес пулсан, тракторсен 61 проценчĕ, тиевлĕ машинăсен – 48,5, сеялкăсен – 64, культиваторсен 51 проценчĕ кăна çуракине тухма хатĕр.

Механизаторсем, техника инженерĕсем çителĕксĕрри те кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме самай ура хума пултарать. Йывăрлăхран тухма резерври трактористсене тата училищĕсенче вĕренекен практикантсене явăçтарма пăхнă.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянасси те çивĕч ыйтусен шутĕнче. Паянхи куна хуçалăхсенче, акă, топливо 352 тонна кăна планпа 854 тонна пулмалла. Çавăн пекех çураки кăлтăксăр ирттĕр тесен 89 тонна бензин, 29 тонна масло кирлĕ.

Çурхи çанталăк тепĕр ыйту та кăларса тăратать. Ку вăл - çурхи шыв-шура йĕркеллĕ юхтарса ярасси тата сиксе тухма пултаракан кăткăс ларура халăха пулăшассине йĕркелесси. Ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Борисов ку енĕпе тĕп ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене плотинасем çинче ваксем  касмалли, пăрăхсене тасатмалли пирки аса илтерчĕ.

Ăшă кунсем çитнĕ май, кĕçех кăнтăртан вĕçен кайăксем те вĕçсе килĕç. Малтанхи çулсенче эпир вĕсене савăнăçпа кĕтсе илеттĕмĕр, паян вара – пăшăрханупа. Çапла сисчевлĕ асăрханма пире паян çĕршывра сарăлнă кайăк-кĕшĕк грипĕ хистет. Шăпах вĕçен кайăксем ăна илсе килес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та районта килти кайăк-кĕшĕке вакцинаци тума палăртнă. Шел, хальлĕхе вакцинăсене кÿрсе килмен-ха. Коллеги членĕсем инкеке сирсе ярас тĕлĕшпе килти тĕклĕ чĕрчунсене хупса усрамаллине, асăрхануллă пулмаллине, ку енĕпе ял пуçлăхĕсен ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине асăрхаттарчĕç.

Çавăн пекех ларура пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчи наци проектне пурнăçа кĕртесси, хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртесси тата ытти пирки калаçрĕç. Вăл савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ чунпа тăрăшнăшăн «Хорнзор» хуçалăхри Василий Романович Романова тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавательне Александр Владимирович Созонова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви Хисеп грамотипе чысларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 марта 2006
00:00
Поделиться
;